АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Сан умра мана ăшă”

23 января 2009 г.

 

Илья Степанов композитора Трак енре çеç мар, республикăра та аван пĕлеççĕ. Кушкă чăвашĕ — республикăри композиторсен ассоциацийĕн членĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Унăн пĕрремĕш юрри 1961 çулта “Çамрăк коммунист” хаçатра кун çути курнă, эфира вара 1962 çулта тухнă. Унтанпа И. Степанов пĕр пине яхăн юрă хывнă. Пурте тенĕ пекех тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ, чылайăшĕ халăхра анлăн сарăлнă (сăмахран, “Çул юхать, юхать”, “Шăнкăрав курăкĕ”, “Савни мана каларĕ” тата ыттисем те), вун-вун хайлавĕ Чăвашрадио фондĕнче упранать, вĕсем радиопередачăсенче тăтăшах янăраççĕ.

Тивĕçлĕ канура пулсан та, Илья Романович алă усса лармасть-ха: çĕнĕ юрăсем кĕвĕлет, вĕсене хаçат-журналта (çав шутра “Ял пурнăçĕнче” те), кĕнекесенче кун çути кăтартать. И. Степанов нумаях пулмасть-ха Сантăр Аксарпа (А. Мефодьевпа) пĕрле “Акăшсем те ишеççĕ пĕрле” кĕнеке кăларнăччĕ. Унăн ум сăмахĕнче хамăр ентеш-композитор, истори ăслăлăхĕсен докторĕ, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Вилорик Романов çапла çырать: “...Сăвăçпа юрă-кĕвĕ ăсти пултарулăх каçалăкĕнче пĕрле мĕн чухлĕ çураçуллăрах та тăрăшуллăрах тимлеççĕ, вĕсен кĕркунне тырри-пулли те çавăн чухлĕ вăйлăрах та тулăхрах çитĕнет. Ÿнерçĕсен пĕрлехи симлĕ çимĕçне халăх яланах хапăл туса йышăнать. Шăпах çакнашкал туслăх сыпăнтарса, пĕрлештерсе тăрать те ĕнтĕ Сантăр Аксар сăвăçпа Илья Степанов композитора...” Кĕнекене икĕ авторăн пĕрлехи 30 хайлавĕ кĕнĕ. Сăмах май, сăмахĕсем те, нотисем те пур.

Иртнĕ çул тата И. Степанов композитор республикăри “Тантăш” хаçатра Вăрăм Палюк (В. Рыбкин) сăввисемпе çырнă юрăсен (каллех нотăсемпе пĕрле) пуххине-кĕнекине кăларма пултарчĕ. Унта вара, вăл “Сан çумра мана ăшă” ятлă, 17 хайлав.

Ентешĕм, тусăм çапла маттур вăй хуни савăнтарать те, мăнаçлантарать те. Сăмах май, паян — И. Степановăн — черетлĕ çуралнă кунĕ. Çавна май Илья Романовича пур кăмăлтан ăшшăн саламлатăп пултарулăх каçалăкĕнче малашне те тухăçлă вăй хума кĕреш юманăнни евĕр таса сывлăх сунатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика