23 января 2009 г.
Тарье сĕтел хушшине хуллен ларчĕ. Каçхи апат вĕреме кĕчĕ ĕнтĕ. Упăшки яланхиллех борщ кăмăллать те… Кĕçĕр те çавнах хатĕрлерĕ хĕрарăм. Халь пахча çимĕç пур чух…
— Тем, Алексей таврăнаймарĕ-çке манăн, — карнă чÿрече каррисене сирсе урамалла сăнарĕ Тарье. — Ку вăхăт тĕлне çитмелле…
Урама каç сăнĕ çапнă. Çавна халь умлăн-хыçлăнах куçакан машинăсен фарисем те систереççĕ. Алексей çук та çук.
Иккĕшĕ пĕрле вунă çул ытла пурăнаççĕ. Юратсах,пĕр-пĕрне килĕштерсех пĕрлешнĕ. Икĕ хĕрĕ те ÿссе çитĕннĕ. Пĕри тепринчен пăхса ытарайми… Тарье те илĕртÿллĕ, ĕçчен хĕрарăм-çке. Анчах та тем çитмест Алексее!? Çак вăрттăнлăха кăçал асăрхарĕ-ха Тарье. Алексей час-часах ĕçре тытăнса юлма пуçларĕ. Сăлтавĕсем çине-çинех пур унăн.
— Урапа шăтрĕ. Цилиндр чăхăмларĕ, — тесе тÿрре тухма тăрăшрĕ вăл мăшăрĕ умĕнче. — Тус-юлташ та чирлесси пулать вĕт.
Юрĕ-ха, ĕçре тем те сиксе тухать. Анчах та кашнинчех тата эрнере икĕ-виçĕ хутчен те кая юлса çитнине епле ĕненĕн?
Алексей йăлтах улшăнчĕ. Хăй суеçтернĕ самантсенче куçĕсене аяккалла сирме тăрăшрĕ. Чунра, шалта урăхла…
— Тарье, каçарăр та, санăн мăшăру урăх кайăка куç хывнă-мĕн. Ара, пĕр каç хамах асăрхарăм. Тьфу! Леш касри Çĕпритун арăмĕ çулăхнă ун çумне. Пьянчук! — хăй тарăхăвне пытараймарĕ урамри пĕр хĕрарăм. — Таçта пĕр хваттер тупнă-ши?
Тарье каç сĕмлĕхне хура куçĕсемпе сире-сире анаталла утрĕ. Шиклене-шикленех енчен-енне пăхкаларĕ. Упăшки урăллах çÿремест-çке халь. Красноармейскинчи хваттерне те сыпкаланипе таврăнкаларĕ. Ÿсĕрпе сăмах-юмах сÿтме те хăратать. Чышкă-муклашкă-юнашарах.
Унччен хĕрарăм систернĕ евĕрех, вăрттăн хваттере шыраса тупрĕ-ха Тарье. Пĕчĕкрех, кивелнĕ кил-çурт. Чÿречисенче çутă вылять. Кантăк каррисене хупланă.
— Кам хваттерĕ-ши ку? Çĕпритун арăмĕн? Е урăххин? — пĕр вырăнта каллĕ-маллĕ кускаларĕ çырă хĕрарăм. — Мĕн тăвас?
Калитке çывăхне çывхарнăччĕ вăл. Тăруках çăмламас хура йытă талпăнса, вĕрсе пынипе каялла чакрĕ.
Чунра тарăху капланчĕ. Тулли пит çăмартисем тăрăх вĕри тумламсем чупа-чупа анчĕç.
— Эх, тăрлавсăр хĕрарăм! Упăшку пур çĕртех çынсен арçыннине вăрлатăн. Çемьене аркататăн! Намăс! — тăвалла йывăр хуйхă çĕклемĕпе утрĕ хĕрарăм.