АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асамлă кун алăкран шаккĕ-ши?

23 января 2009 г.

 

Стена çинчи сехет йĕппи майĕпен шак-кать пулин те, вăхăт малаллах шăвать. Ним сисĕнмесĕрех хыçа юлчĕç вĕт-ха савăк та асамлă кунсем. Çакна питĕ лайăх ас тăвать, манаймасть Маша.

...Вăл чÿречерен урамалла пăхса илчĕ. Хĕвел паçăрах вăрман хыçне пытаннă ĕнтĕ, вăл аннă çĕрте тÿпене хĕрлĕ тĕс çапнă. Таçта аякра шапасем кваклатни илтĕнсе кайрĕ. Ахăртнех, каллех туй тăваççĕ пулас.

Машăн çак самантра йĕрес килчĕ, анчах вăл хăйне тытса чарчĕ. Юратнă амăшĕн сăмахĕсене: “Ачам, каччăсемшĕн нихăçан та йĕме кирлĕ мар. Вĕсем ун пеккине тивĕç мар... Чăн-чăн юратакан çын сана хăть ăçтан та шыраса тупма хатĕр”, — тенине аса илчĕ.

...Акă тавралăха каçхи тĕттĕм сăн çапрĕ, тÿпере çăлтăрсем ялтăртатма пуçларĕç. Машăна çак тĕксĕм пÿлĕмрен çутă тапаçланса тухас тесе шăтăксем тунăн туйăнчĕ. Çакă вун саккăрти хĕре унăн пĕрремĕш юратăвĕ çинчен аса илтерчĕ.

Эх, юрату, юрату... Пур-ши вăл эпир пурăнакан тĕнчере? Паллах, пур: телейли те, таси те, шанчăкли те, иккĕленÿлли те, ултавли те... Чăн-чăн юрату вара вăл — таса туйăмпа юратни, шанчăклă пулни, ăнланма-каçарма пĕлни. Анчах та чун-чĕрене яланлăхах суранлатас мар тесен юратупа вылямалла мар, асăрхануллă та тимлĕ пулмалла.

Саша вара çакна ăнланасшăн пулман. Хăй çак хĕре ытарайми ачаш та çепĕç, чуна пырса тивсе чĕрене вырнаçакан сăмахсем калани, телефон номерне илсе шăнкăравлама шантарни — унăн пуçĕнче явăнаççĕ, тухма пĕлмеççĕ. Анчах... кĕтни кăлăхах пулчĕ пулас. Тен, вăл çăмăл автомашинăран тухнă хыççăн тÿрех ун çинчен манса кайнă? Тен, телефон номерне çырнă хут таткине çухатнă? Пурăнан пурнăçра тем те пулать вĕт-ха. Çапах та Маша шанчăка çухатасшăн мар. Вăл çак асамлă та илемлĕ кун пĕррехинче алăкран шаккасса ĕненсех тăрать. Хăвăртрах çиттĕрччĕ çав кун.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика