АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр йĕрĕ хыврăм. Ырă сунса кĕтетĕп

20 января 2009 г.

 

Именкассинчи ветеран, спортсмен-йĕлтĕрçĕ К. Шачкин районти йĕлтĕрçĕсене хăйсен тăрăхне çитсе йĕлтĕр çине тăрса ăмăртмашкăн йыхравлать.

Кăçалхи хĕл уçăмсăр пулăмсемлĕ пулчĕ. Мĕн тăвăн? Çавна пула йĕлтĕр йĕрĕ хывасси те каярах юлчĕ. Акă, кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче, ир юрлă, çил-тăманлăччĕ. Кăнтăрла иртсен мăшăр йĕлтĕр сырса икĕ “Малышпа” Мăн çырманалла “маршрут” хыврăмăр. Хыр-чăрăшлăха çитрĕмĕр. Лăсăллă йывăçсем хушшинче, хĕлĕх ала витĕр сăрхăнса тухнă евĕр уçă сывлăшпа киленсе, малалла вашкăртрăмăр. Пĕр кайăк сасси те илтĕнмест. Мулкачсен йĕррисем те курăнмарĕç-ха. “Чалăш куç” теççĕ-ха вĕсене…

Шоссе çулĕ айккинчи канавра та, уçланкăсемпе васансенче те çулса пуçтарман курăк, çулла чечек вăхăтĕнче илемлĕскер, чуна кичемлетет. Вырă-нăн-вырăнăн йĕлтĕрпе те иртейместĕн кунтан. Тен, тепĕр хутчен юр пĕрчисем хуçалансан, кăпăш юр айне те пытанĕ хыт хура.

Кăмăла пăсакан ÿкерчĕксем те тĕл пулчĕç. Çу тата кĕр кунĕсенче вуллисене илсе кайса тăррисене пăрахса хăварнă турат-тĕрет сапаланса выртать. Хуçи çук çак вăрманăн!? Кас, йăвантар, хуçалан…

Хĕл — савăк вăхăт. Ман тăрăха килĕр, çÿрĕр, чупăр йĕлтĕрпе. Хăвалăр çиле.

Канмалли кунсенче йĕлтĕр-пе ăмăртма та, ярăнма та меллĕ çакăнта. Шоссе хĕрринче уçланкă та пур. Шашлăк пĕçерме те чăрмав çук.

Районти ĕç коллективĕсен ертÿçисене çапла сĕнесшĕн: килĕр пирĕн тăрăха, канмалли кунсенче йĕлтĕрпе чупма та, уявсем тума та меллĕ Именкасси тăрăхĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика