20 января 2009 г.
Мини-футболла выляса аслă ушкăнри шкул ачисем хушшинче районта мала тухассишĕн ăмăрту пулнă. Вăл шкул ачисен спартакиади шучĕпе иртнĕ.
Тăхăр шкул команди хушшинче пынă ăмăртура гимназистсем мала тухнă. Райцентрти иккĕмĕш номерлĕ тата Алманчри вăтам шкул футболисчĕсем призерсен йышне кĕнĕ.
Трак гимназийĕнчи Е. Антонов, 5 мечĕк тапса кĕртсе, чи лайăх бомбардир пулса тăнă.