20 января 2009 г.
Мини-футбол енĕпе Çĕнĕ çул ячĕпе турнир иртнĕ. Унта 6 команда хутшăннă.
Вăл “Союзпа” “Факел” командăсен тĕл пулăвĕпе вĕçленнĕ. 6 вăйăра выляса илсе, пĕрне никам та çĕнтерейменнипе вĕçлесе, “Факел” пĕрремĕш вырăн йышăннă. “Вольникпа” “Союз” — иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем.
Турнира районти футбол федерацийĕпе Красноармейски ял тăрăхĕ йĕркеленĕ. Вĕсем чи çамрăк футболиста — 11 çулхи И. Васильева, чи аслине — В. Сергеева (48 çул), чи лайăх вратаре — П. Никифорова (“Факел”), чи лайăх вăйăçа — А. Ласкеева (“Вольник”), А. Яковлев вратаре (“Союз”) “Çĕнтерÿшĕн ăнтăлнăшăн” ятарлă призсемпе чысланă.