20 января 2009 г.
Çĕнĕ Шупашкарти манежра çăмăл атлетика енĕпе Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртнĕ. Унта пирĕн районти Трак гимназийĕпе Карай, Мăн Шетмĕ вăтам шкулĕсенчи 11 ача хутшăннă, хăшĕ-пĕрисем япăх мар кăтартусемпе палăрнă.
Тĕслĕхрен, Карайра çуралса ÿснĕ Светлана Григорьева 5 километра хăвăрт утассипе — спорт мастерĕн (унăн финишри вăхăчĕ — 22,58.6 минут), Сергей Васильев (Карай шкулĕ) çак дистанцирех — çитĕннисен 2-мĕш, Мăн Шетмĕри вăтам шкулта вĕренекен Ольга Иванова — 300, Виктор Васильев 1000 метра чупассипе çитĕннисен 3-мĕш разрячĕсен нормативĕсене пурнăçланă.
Эдикт Хайбуллин (Кĕçĕн Шетмĕ), арçынсем хушшинче 5 км дистанцире 20.12 минут вăхăт кăтартса, виççĕмĕш вырăн йышăннă.