20 января 2009 г.
Заволжски ЛПУМГăн сывлăха çирĕплетмелли спорт комплексĕнче арçынсемпе хĕрарăмсен командисем хушшинче волейболла выляса мала тухассишĕн турнир иртнĕ. Сурхури турнирне Чăваш Енри “Урожай” ирĕклĕ спорт обществин пĕрлештернĕ командин членĕ Николай Георгиевич Томасов 60 çул тултарнине халалланă.
Асăннă спорт мероприятине Сĕнтĕрвăррипе Муркаш, Куславккапа Канаш, Красноармейски районĕсенчи тата Çĕрпÿпе Шупашкар хулисенчи арçынсен — 12, хĕрарăмсен 6 команди хутшăннă. Арçынсен турнирĕнче Муркашри “Райбыт” мала тухнă. Шупашкарти “Трак енпе” Куславккари “Андреево-Базары” командăсем — иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем.
* * *
Хĕрарăмсен турнирĕнче Красноармейскипе Алманч тата Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕсенчи 6 команда вăй виçнĕ. Вĕсенчен “ОНИКС” (Красноармейски) ыттисенчен ăнăçлăрах вылянă, пĕрремĕш вырăн йышăннă. “Алманчинопа” (Алманч) “Надежда” (Красноармейски) — иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем.
“ОНИКСри” Инна Николаевапа “Надеждăри” Алина Яковлевана тата “Алманчинори” Ольга Долгована чи лайăх вăйăçăсем тесе палăртнă.