АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пичет кунĕсене уявларĕç, “Çулталăк çыннине” чысларĕç

20 января 2009 г.

 

Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ” республика патшалăх учрежденийĕнче вăй хуракансем Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕсене савăнăçлă лару-тăрура палăртрĕç. Ку уявра 2008 çулхи “Çулталăк çыннине” те чысларĕç.

Райхаçат редакцийĕн ырă йăла пур. Коллективри ĕçри ÿсĕмсемшĕн тата редакципе таччăн çыхăну тытнине шута илсе кунта çулталăкра палăрнă çынна çулленех “Çулталăк çынни” хисеплĕ ят параççĕ. Сăмах май каласан, çак таранччен ку чыса тĕрлĕрен çулсенче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн районти муниципаллă предприятийĕн пуçлăхĕ Владислав Лаврентьевич Петров, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи Альбина Валерьяновна Петрова, Леонид Никонович Данилов предприниматель тивĕçрĕç. Кăçал вара “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ, 2008 çулхи ĕç кăтартăвĕсене тата район хаçачĕпе таччăн çыхăну тытнине пур енлĕн хакласа, райпо канашĕн председательне Альбина Ильинична Дмитриевана “Çулталăк çынни-2008” тесе палăртрĕ. Пичет ĕçченĕсемпе пĕрле уява райпо канашĕн председателĕ А. И. Дмитриева тата унăн ĕçри ĕçтешĕсем хутшăнчĕç. Редакцин “Çулталăк çыннине” чыслама район пуçлăхĕ Станислав Андреевич Николаев та хутшăнчĕ.

Пухăннисем умĕнче асăннă учрежденин тĕп редакторĕ Иван Афанасьевич Прокопьев сăмах илчĕ, коллективăн пĕлтĕрхи ÿсĕмĕсем çинче чарăнса тăчĕ, райпопа редакци хушшинче туслăн çыхăну тытса ĕçлени малашлăх тĕллевĕсене пурнăçланă çĕрте икĕ коллектившăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тата куллен хавхалантарса пынине палăртрĕ.

— 2008 çул Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулчĕ. Çавна май райпо, ыр кăмăллăх кăтартса, нумай çынсене пулăшу панă. 2007—2008 çулсенче суту-илÿ отраслĕ, чăннипех те, пысăк утăмсем тунă. Çакăнта райпо канашĕн председателĕн Альбина Дмитриеван тÿпи иксĕлми, — терĕ Иван Афанасьевич. — Ăна “Çулталăк çынни-2008” ята тивĕçнĕ ятпа ăшшăн саламлатăп.

И. А. Прокопьев А. И. Дмитриеван кăкăрĕ çине “Çулталăк çынни-2008” хĕрлĕ хăю çыхса ячĕ, ку ята панине ĕнентерекен диплом тата хаклă парне пачĕ, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ. А. И. Дмитриева хăйне çакăн пек чысланăшăн чун-чĕререн тав турĕ, çак ята яланах çÿлте тытса пыма, пичет ĕçченĕсемпе ял çыннисен шанăçне хальхи пекех тÿрре кăларма пулчĕ. Район пуçлăхĕ Станислав Николаев пухăннисене чăн малтан Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕсем ячĕпе ăшшăн саламларĕ, кашнинех творчество лаççинче çирĕп сывлăх, ăнăçусем сунчĕ. Вăл райхаçат редакцийĕнчи журналистсем 2008 çула лайăх кăтартусемпе вĕçленине тата вĕсем яланах халăх хушшинче пулса вăл е ку хыпара вулакансем патне çитернине палăртрĕ.

— Маншăн район хаçачĕ ĕçлĕ хут вырăнĕнчех. Мĕн кирлине унран илетĕп, вулатăп, паллашатăп. Пĕр сăмахпа каласан, район çыннипе çумма-çуммăн утать, пурăнать “Ял пурнăçĕ”, — хăй калассине пытармарĕ район пуçлăхĕ. — Çавăн пек пулмалла та…

Станислав Андреевич Альбина Ильиничнана “Çулталăк çынни-2008” ята çĕнсе илнĕ ятпа ăшшăн-ăшшăн саламласа алă тытрĕ, ăна, райпо кăçал та пĕлтĕрхи пекех ăнăçлă ĕçлессе шанса, ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Уявра çавăн пекех А. Дмитриеван ĕçтешĕсем Э. Петрова, Л. Соколова, Л. Бардасова, Н. Россейкина, С. Соколов, райпо тытăмĕнче чĕрĕк ĕмĕр тăрăшнă Г. Дубров тата ыттисем сăмах каларĕç. Вĕсем райпо коллективĕ ячĕпе А. И. Дмитриевана парнесем пачĕç.

Райпо тытăмĕнче кадрсен пайĕнче ĕçленĕ Гурий Егорович Дубров кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче 75 çул тултарчĕ. Пичет ĕçченĕсен уявне пухăннисем юрăç-сăвăçа юбилей ячĕпе тепĕр хут саламларĕç, ватлăха пăхмасăр, çамрăклăха туйса пурăнма кил ăшши сунчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика