АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕллехи сезона уçнă май

20 января 2009 г.

 

Ятлă-сумлă çынсем Анат Кушарта та сахал мар. Çав йышра — Нинăпа Геннадий Николаевсем те. Йышлă ача-пăча çуратса çитĕнтернĕ вĕсем. Кашниех ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен, сăпайлă. Александр вара спортпа çывăх. Вăл — йĕлтĕрпе чупассипе СССР спорт мастерĕ. Ăна чысласа районта, кăçалхипе улттăмĕш çул ĕнтĕ, йĕлтĕрçĕсен сезонне уçрĕç, унăн призĕсене çĕнсе илессишĕн ăмăрту йĕркелерĕç.

Малтанах старта кĕçĕн ушкăнри хĕрачасем (1995 çулта çуралнисенчен кĕçĕнреххисем) тухрĕç, 1 километра чупрĕç. Кунта пĕрремĕш вырăна Татьяна Чернова (гимнази, 4.54) тухрĕ, иккĕмĕш вырăнта — Кристина Львова (гимнази, 5.12), виççĕмĕшĕнче — Кристина Федорова ( Карай, 5.52).

Кĕçĕн ушкăнри арçын ачасем 2 километрлă дистанцире тупăшрĕç. Евгений Иванов (гимнази, 9.25), Иван Гаврилов (9.27, гимнази), Радик Титов (Мăн Шетмĕ,10.35) ăнăçлă чупрĕç.

2 километрлă дистанцире вăтам ушкăнри хĕрачасенчен Марина Павлова (Кĕçĕн Шетмĕ, 10.32), Алена Владимирова (Мăн Шетмĕ, 10.53), Екатерина Ришкайте (Карай, 12.28) малта пулчĕç.

Вăтам ушкăнри арçын ачасем (1993—1994 çулсенче çуралнисем) 3 километрлă дистанцире вăй виçрĕç. Çивĕч кĕрешÿре гимназире пĕлÿ пухакан, саккăрмĕш классем — Николай Львов — пĕрремĕш вырăн (10.26) йышăннă, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Александр Чернов (11.29), Алексей Перепелкин (13.27).

Аслă ушкăнри хĕрачасенчен 3 километрлă дистанцире Рая Антонова (гимнази, 13.31), Марина Степанова (гимнази,14.29) палăрчĕç.

Асăннă ушкăнри арçын ачасенчен, 5 километрлă дистанцире пĕрремĕш вырăнта — Константин Львов (гимнази, 15.50.), Павел Галкинпа (19.48) Руслан Яковлев (20.03) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Кунта çакна калани вырăнлă: Анат Кушарта çуралса ÿснĕ ентешĕмĕрĕн призĕсене çĕнсе илес тĕлĕшпе ирттернĕ ăмăртăва йĕлтĕрçĕсем хушшинче çулĕсемпе чи кĕçĕнни Красноармейскинче пурăнакан Маша Чернова (1998 çулта çуралнă) хутшăнни питĕ савăнтарать.

Ку статьяра манăн СССР спорт мастерĕн — Александр Николаевăн парнисене çĕнсе илессипе, йĕлтĕрçĕсен хĕллехи сезонне ирттерессипе спонсорла пулăшу кÿнĕ ентешĕмĕрсене те райхаçат урлă чун-чĕререн тав тăвассăм килет.

Вĕсем çаксем: Анатолий Иванов, Яманакра çуралнă, Мускав хулинче пурăнать. Александр Афанасьев, “Таябинка” Агрофирма” пĕрлешÿ ертÿçи, Валерий Трофимов (ООО “Дормашсервис” директорĕ), Владимир Ермаков (ООО “Колос” ертÿçи).

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика