20 января 2009 г.
Йĕпремри Ольга Евстигнеевнапа Михаил Яковлевич Ивановсемшĕн Йĕке хÿре çулĕ хăйне май асра юлмалли çул пулса юлчĕ. Вĕсем пĕрлешнĕренпе 20 çул тултарчĕ тата çĕнĕ çурт хăпартрĕç.
Йĕпрем ялĕнче пурăнакан Ольга Иванова ветеринара Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче лайăх пĕлеççĕ. Ку таранччен Ольга Евстигнеевна миçе çынна ыр туман пулĕ. Ырă ĕçĕ ĕнтĕ выльăхсене сипленипе çыхăннă. Кÿршĕ-аршăна тата ыттисене пулăшас тесе хăш чух О. Иванова çур çĕрте те тухса чупнă, чĕнсен нихăçан та “халь пултараймастăп-ха” тесе тăман. Çавăнпа та ăна ку тăрăхри халăх хисеплет.
Ольга Анаткасра çуралса ÿснĕ. Çемьере вĕсем 7 ача çитĕннĕ. Ашшĕ, Евстигней Степанов “Мичуринец” совхозра ĕçленĕ. Халĕ вăл пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ, çĕре кĕнĕ. Амăшĕ, Галина Федорова та çак совхозрах вăй хунă. Хальхи вăхăтра — тивĕçлĕ канура.
Оля малтанах Элĕк районĕнчи — Мартынкассинчи çичĕ çул вĕренмелли, унтан Мăн Шетмĕри вăтам шкулсенче пĕлÿ пухать. Кун хыççăн Вăрнарти совхоз-техникума çул тытнă. Кунта вĕренсе Ольга Евстигнеевна ветеринар специальноçне алла илет, тăван тăрăха таврăнать.
Вашават та илĕртÿллĕ хĕр-упраçа Йĕпремри Михаил Иванов куç хывать. Кĕçех вĕсем пĕр çемьене пĕрлешеççĕ. Оля Иванова малтанах Йĕпремри сĕт-çу комплексĕнче ĕне сума кÿлĕнет. Сисĕнмесĕрех кунта вунă çул иртет. Кĕçех хăй специальноçĕпе вăй хума пуçлать. Хальхи вăхăтра вара вăл Йĕпремри ветучасток заведующийĕнче тăрăшать.
Ольга Евстигнеевнан мăшăрĕ Михаил Яковлевич пур ĕçе те пултарать. Пĕр вăхăт вăл Борис Тимофеев комбайнер помощникĕнче ĕçлерĕ. Унтан Сурăм лесничествинче десятникра, лесникре вăй хучĕ. Халĕ, укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕч тăнине пула, аякра ĕçлесе çÿрет: икĕ çул — Хусанта, 2004 çул хыççăн — Мускавра. Çапла майпах çемье çĕнĕ çурт лартма вăй çитерчĕ. Ăна пурăнмалла тунă.
Ольга Евстигнеевнапа Михаил Яковлевич икĕ ача çуратса пăхса ÿстернĕ. Асли, Валентина, Шупашкарта И. Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче вĕренет. Кĕçĕнни, Саша, Мăн Шетмĕри вăтам шкулти 11-мĕш класра пĕлÿ пухать.
Йĕке хÿре çулĕ асăннă мăшăрсемшĕн хăйне май паллă пулса юлчĕ, вĕсем пĕрлешнĕренпе 20 çул тултарчĕ. Çав ятпа вĕсене ăшшăн-ăшшăн саламласа, ырлăх-сывлăх сунатăп.