АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вулавăш — чун ăшши

20 января 2009 г.

 

(Очерк)

Унпа пĕрремĕш хут паллашнăранпа иртнĕ кĕркунне шăпах чĕрĕк ĕмĕр çитрĕ. Красноармейски çывăхĕнче газ уçлакан “Заволжская” станцие тăвакансем валли Кивĕ Йĕкĕт ялĕпе юнашар вакун-хула ÿссе ларчĕ. Строительсен йăлапа кану условийĕсене май пур таран тивĕçтерме тăрăшатчĕç. Районти тĕп библиотекăн пĕчĕк филиалне те уçрĕç. Эпир, çак строительство организацийĕнче ĕçлекенсем, пушă вăхăтра унта кĕнекесем илсе вулама çÿреттĕмĕр. Пире типтерлĕ, çивĕч, сăпайлă та ăшă кăмăллă хĕр кĕтсе илетчĕ. Унччен эпĕ ăна нихçан та курман. Унăн сăн-пичĕ те, тумтирĕ те йăлтах çыпăçуллăччĕ. Вăл хăш ялтан пулнине çеç ыйткаласа пĕлтĕм: Супартан иккен. Пирĕн ку ялта пĕлĕшсем нумай пирки, çамрăк библиотекарь камсен хĕрĕ пулнине те пĕлме май килчĕ: Александр Степанович Степановпа Зоя Ефремовна Ефремова мăшăрсен виççĕмĕш ачи иккен. Ку çемье пуçĕсене вара тахçанах пĕлеттĕм эпĕ. Ашшĕ ĕмĕр тăршшĕпех бухгалтерта ĕçлерĕ: тăван “Гигант” колхозра, МТСра, “Сельхозтехника” пĕрлешĕвĕнче. Амăшĕ — ял советĕнче, каярахпа колхозра тăрăшрĕ. Халĕ вĕсем иккĕшĕ те çук ĕнтĕ. Икĕ ывăлĕпе икĕ хĕрĕ вĕсене паян та ырă ятпа асăнса пурăнаççĕ. Кашниннех хăйсен çемйи: ачисем, мăнукĕсем...

Сăмах кунта халĕ Красноармейскинче пурăнакан Светлана Александровна Никитина пирки пырать-ха. Степанова хушамата вăл шăп чĕрĕк ĕмĕр каялла, 1984 çулхи кăрлачра, салари паллă бухгалтер — Яков Никитич Никитин ывăлне — Мишăна качча тухсан, улăштарнă. Мăшăрĕ газ уçлакан станцире вăй хурать. Хăй — район центрĕнчи тĕп библиотекăна ертсе пырать. Çирĕм çул ытла иртрĕ ăна çак яваплă ĕçе шанса пани. Унччен кунтах абонемент библиотекарĕнче, вулакансене тивĕçтерекен тата методикăпа библиографи пайĕсен заведующийĕнче ĕçленĕ.

... Супар шкулĕнче 8 класс вĕренсе пĕтерсен, Светлана Еншик Чуллăри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ. Алла аттестат илсен, тÿрех хăй килĕштернĕ специальноçа алла илме Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищин библиотекарьсем хатĕрлекен уйрăмне çул тытнă. Паллах, çак утăма тума ăна ачаран кĕнекесене юратни, ялти тата шкулсенчи библиотекăсене çÿрени хистенĕ. Унсăр пуçне вĕсен çемйинче пурте кĕнекесемпе туслă пулни те хавхалантарнă ăна. Çапла виçĕ çул туптанă ăс-халне Светлана. 1974 çулта дипломпа таврăннă çуралнă ене. Çамрăк специалиста Еншик Чуллă ялĕнчи библиотека заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ. Çавăн чухне ĕнтĕ малтанхи йывăрлăхсемпе тĕл пулма тÿр килнĕ.

— Вулакансенчен те вăтанаттăм, — аса илет халĕ Светлана Александровна. — Каярахпа хăнăхса пытăм, пурне те килĕштереттĕм... Тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ: фермăсемпе бригадăсенчи çуртсенче библиотекăн пункчĕсене йĕркеленĕ, çуллахи вăхăтра йĕтем çинче, уй-хирте ĕçлекенсем патне кĕнекесем илсе çитернĕ, калаçусем ирттернĕ. Вырăнти агитбригада йышĕнче концертсем те кăтартнă. Кирлĕ пулсан, тыр-пул, хăмла, çĕр улмипе кăшман пухса кĕртнĕ çĕрте тăрăшнă, активлă комсомолка шутланнă. Вĕсемшĕн ăна Киев хулине кайма путевка парса чысланă.

— Хăй вăхăтĕнче мана Еншик Чуллă ял канашĕн, “Прогресс” колхоз правленийĕн, кунти вăтам шкул ертÿçисем, ялти мĕн пур интеллигенци пулăшнине эпĕ нихăçан та манас çук, — тет Светлана Никитина, тав туса.

Тепĕр тăватă çултан ăна районти тĕп библиотекăна ĕçлеме куçараççĕ. Анчах та, малтанхи вырăнти çынсемшĕн вăрах тунсăхланă вăл, мĕншĕн тесен вулакансемпе тытакан çыхăнăва çирĕплетсе пыма йăлтах унта опыт пухнă-çке. Çапах та çĕнĕ ĕç вырăнĕнче те вăл пултарулăхне пур енлĕн палăртса пынă. Професси ăсталăхне ÿстересси пирки те шутланă: куçăмсăр майпа Хусанти культура институчĕн библиотека факультетĕнче 5 çул вĕренсе аслă пĕлÿллĕ библиограф дипломне илнĕ. Маларах асăнтăмăр ĕнтĕ — ахальтен мар вăл тĕп библиотекăн пайĕсене ертсе пынă. Кăçал Светлана Александровна библиотекăпа çывăхланнăранпа 35 çул тултарать. Çитĕнÿсем те, çитменлĕхсем те, йывăрлăхсем те пулнă çав тапхăрта...

— Йывăрлăхсене çĕнтерме мана ун чухнехи библиотека директорĕ Воля Илларионовна Григорьева, ĕçри юлташсем: Анисия Кузьминична Гаврилова, Зоя Ивановна Петрова, Ираида Васильевна Иванова питĕ пысăк пулăшу панă, — калаçăвне тăсать Светлана Александровна. — Халĕ вара Ольга Ивановна Николаева, Светлана Аверкиевна Гурьева — маншăн шанчăклă пулăшакансем.

Тĕрĕссипе, туслă ĕç ушкăнĕ вăй хурать паян тĕп библиотекăра: тăххăрăн. Улттăшĕ ку енĕпе аслă пĕлÿллĕ. Кашнинех хăйне евĕр пултарулăх, пуçарулăх пур. 1978 çултанпа районти 27 библиотекăна централизациленĕ. Пур пĕрех ăнăçлă тăрăшнă. 2003 çулта, Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров ялти библиотекăсене модернизацилесси çинчен Указ кăларнă хыççăн, библиотекăсен ĕçĕ-хĕлĕ лайăх еннелле улшăнчĕ: пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕпленчĕ. Халĕ районта тĕслĕхлĕ 15 библиотека ĕçлет. Кашнинчех — компьютерсем, телевизорсем, видеомагнитофонсем, электронлă каталогсем, электронлă почта, Интернет... Пур библиотекарьсем те компьютерпа ĕçлемелли ăсталăха алла илнĕ. Вулакансен ыйтăвĕсем ÿснине кура, библиотека фончĕсем те çĕнелсе пыраççĕ. Библиотекăсенче условисем çителĕклĕ пулни кăмăла çĕклет. Çĕр-шыв, республика, район ертÿçисем ку професси çыннисен пархатарлă ĕçне хаклани куллен сисĕнет.

Акă мĕнле системăна ертсе пырать пирĕн Светлана Александровна Никитина.

— Нумай çул пĕр ĕçре тăрăшни мана мĕн чухлĕ отрасльти паллă çынсемпе, литературăпа искусство тата культура деятелĕсемпе хутшăнма май пачĕ, — тет хаваслă шухăш-кăмăлне палăртса. — Çавăн пек интереслĕ, творчествăлла тата хăй патне туртакан професси суйласа илнĕшĕн эпĕ савăнатăп çеç.

Тĕрĕсех: чун-чĕре хушнипе, кăмăл туртнипе тимлет вăл — пысăк укçашăн хыпса çунмасть, пĕрре те ÿпкелешмест. Унăн пархатарлă ĕçне хакласа, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ, Культура министерстви, Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕ, район администрацийĕ Хисеп хучĕсемпе наградăланă.

Чăннипех пысăк ĕç туса пырать вăл ертсе пыракан библиотека. Çавăнпа пĕрлех районти ытти библиотекăсене методикăлла пулăшу парать, вĕсен ĕçне тĕрĕслет. Кашни библиотекăрах ватă çынсем валли “Тимлĕх” клуб, “Тавра пĕлÿçĕсемпе чечек ÿстерме юратакансен” клубĕсем йĕркеленĕ. Право тата компьютер класĕсем уçăлнă. Литературăпа музыка сехечĕсем ирттереççĕ. Вĕсенче ентешсен, композиторсен, художниксен, писательсен, фольклор ăстисен тĕл пулăвĕсем. Занятисем уйăхсерен пулса пыраççĕ. Ĕçлекен çынсен вăхăтне перекетлесе, предприятисемпе организацисене çĕнĕ кĕнекесем илсе кайса курнăçаççĕ, тивĕçтереççĕ. Çавна кура вулакансен йышĕ те ÿсет. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе 12930 вулакана 243220 экземпляр кĕнекепе тивĕçтернĕ. 2008 çулта 236143 тенкĕлĕх 2784 экземпляр кĕнеке çĕнĕрен илнĕ.

Библиотека Раççей, Чăваш Ен, район шайĕнчи конкурссене хутшăнасси çирĕп йăлана кĕнĕ. “Çĕнĕ çула — кĕнекепе” фестиваль ку хутĕнче те лайăх иртнĕ. Тĕп библиотекăн вулав залĕнчен те çын татăлмасть. Вĕсене валли çуллен 30—35 тĕрлĕ издани çырăнса панă. Ялти библиотекăсене 8— 10 тĕрли килсе тăрать.

Светлана Никитина общество ĕçне те активлă хутшăнать. Вăл — районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçин çумĕ, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси членĕ. Пĕтĕм ырă ĕçсене асăнса та пĕтерес çук. Кунта çакна та каласа хăварни вырăнлă: Светлана Александровна Никитина 1998—2001 çулсенче район администрацийĕн культура пайне ертсе пынине те уйрăммăн палăртмалла. Ун пирки çапла хаклама пултаратăп: эпĕ районти Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхне нумай çул ертсе пынă çулсенче ун çине Никитина пек тимлĕх уйăракан пулман тесен те йăнăш мар. Унпа пĕрле çак обществăна йĕркеленĕренпе 10 çул, Нестер Янкас çуралнăранпа 90 çул çитнĕ ятпа пысăк мероприятисем йĕркелеме, Нестер Янкас поэтăн обществăлла музейне уçма пултартăмăр. Вăл çине тăнипе обществăн организациллĕ ĕçĕсене, члена илессине тата член укçи тÿлессине çĕнĕрен вăя кĕртрĕмĕр, спонсорла пулăшусем илес енĕпе витĕмлĕхе ÿстертĕмĕр. Çавăнпа та мĕн пур ырришĕн яланах тав туса пурăнатăп. Вăл паян та пĕрлĕхĕн чи маттур хастарĕ.

... Вăхăт шăвать, вăхăт иртет. Çулсем те сиккипех чупаççĕ. Çын кăна васкамасть вĕсене çывхартма. Анчах та çулсене тытса чараймăн. Çак кунсенче Светлана Александровна Никитина пурнăçĕнче ĕмĕрлĕх паллă кун çитрĕ — çуралнăранпа 55 çул тултарчĕ. Пĕтĕм кун-çулне çынсемпе тачă çыхăнса ĕçлесе пыракан ертÿçĕне ĕçтешĕсем, тус-юлташĕсем ăшшăн саламласа ырă сунчĕç.

— Тавах пурне те, — терĕ юбиляр. — Кам манпа пĕрле юнашар пулса çăмăл мар лава пĕрле туртма сăмахпа та, ĕçпе те пулăшнă тавах! Хам çумра эпĕ яланах шанчăклă, лайăх та ырă çынсем пуррине туйса тăнă. Çавна туйма мана хамăн юратнă професси вĕрентнĕ. Вулавăш маншăн яланах чун ăшши, иккĕмĕш кил шутланнă. Малашне те çапла пултăр.

Çемьере те чи çывăх çыннăн юбилейне тулли кăмăл-туйăмпа палăртрĕç. Светлана Александровнан хунямăшĕн те — Анастасия Трофимовна Трофимован та юбилей кăрлачра — 90 çула çитрĕ. Ачисем те Шупашкартан килнĕ: Миша ывăлĕ ВНИИР инженер-электрикĕ, Инесса ял хуçалăх академийĕн биотехнологи факультетĕнче 4 курсра вĕренет.

— Ачасем ман çулпа кайманшăн тепĕр чухне ÿпкелешсе те илетĕп, — тет Светлана Александровна. — Çапах та хамăр ята ямасăр пурнăç çулĕ çинче çирĕп тăнишĕн хĕпĕртетĕп...

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика