20 января 2009 г.
Раççей Федерацийĕн 2003 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнчи “Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен” 131-мĕш номерлĕ Законĕн 9-мĕш статйипе килĕшÿллĕн тата Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн Уставĕн 4-мĕш статйине тĕпе хурса, Кĕçĕн Шетмĕ енĕн хăйĕн символики — гербĕпе ялавĕ пулмалла.
Пĕлтĕрхи сентябрĕн 4-мĕшĕнче ял тăрăхĕн администрацийĕ çак ыйтупа РФ Президенчĕ çумĕнчи геральдика канашне тухрĕ. Октябрĕн 27-мĕшĕнче вара унтан ял тăрăхĕн гербĕпе ялавĕн проекчĕсене халăхпа сÿтсе явма ирĕк килчĕ. Кун хыççăн пирĕн тăрăхра пурăнакансем пĕр уйăх хушши асăннă проектсемпе паллашрĕç, сĕнÿсем пачĕç. Вĕсене шута илсе, иртнĕ çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ муниципаллă символикăн положенине çирĕплетрĕ. Çак кунран тытăнса пирĕн ял тăрăхĕн хăйĕн официаллă символики — гербĕпе ялавĕ пур.
Символика никĕслевçи — Кĕçĕн Шетмĕре çут тĕнчене килнĕ паллă ÿнерçĕ Элли Михайлович Юрьев. Вăл хăйĕн пултарулăхне тĕрлĕ жанрта туптанă. Патшалăх гербĕпе ялавне хатĕрлесе чăваш халăхне парнелени — Элли Михайловичăн тĕп ĕçĕ. Халăх ÿнерçин хăйĕн ячĕпе те герб пур.
Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн символикине Э. М. Юрьев гербĕн элементне — çунатлă кĕмĕл кашкăра кĕртнĕ. Аса илÿсем тăрăх, эпир халĕ пурăнакан вырăнта ĕлĕк-авал сĕм вăрмансем кашласа ларнă. Чăваш халапĕсем ĕнентернĕ тăрăх, кашкăрсем — чăваш Туррин, Пихампарăн тарçисем. Кашкăр ами — ăрăва тăсаканĕ, ăна пăхса-сыхласа тăраканĕ. Аçи вара — ăру пуçлăхĕ. Аслă аттемĕрсем кашкăрсене “Пихампар йыттисем” тенĕ. Тепĕр чух Пихампар хăй те шурă е кĕмĕл кашкăра куçать имĕш. Кунпа пĕрлех пуçсăр кашкăр — салтаксен паттăрлăхĕн авалхи символĕ.
Çунатсем пултарулăха, шухăш-кăмăл çĕкленĕвне, хавхаланăва ытарлăн сăнлаççĕ пулсан, чĕлхе вара — тĕрлĕ усал-тĕселе хаяррăн хирĕç тăнине. Кăвак тĕс тÿпене пĕлтерет. Çапла вара тап-таса кăвак тÿпере çунатлă кĕмĕл кашкăр çÿрет, пурне те сăнать-курать, кашнинех усал-тĕселрен сыхлать.