АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çÿрев билечĕ юлать

16 января 2009 г.

 

Чăваш Ен Президенчĕ Н. В. Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăва пурнăçа кĕртсе республика Министрсен Кабинечĕ хулари автомобиль тата электричество транспорчĕпе тата хула çывăхĕнчи транспортпа çÿремелли çăмăллăх çул çÿрев билечĕсене сыхласа хăварма йышăннă. Икĕ тĕрлĕ транспортпа çÿреме май паракан çул çÿрев билечĕсене пĕлтĕрхи вырăнсенчех туянма пулать. Вăл 345 тенкĕ тăрать.

Чăваш Республикин территорийĕнче граждансен çăмăллăх çул çÿрев билечĕпе унификациленĕ социаллă карттăсемпе (ИСС “Социальная карта”) социаллă пулăшу парассине, шута илессине йĕркелесе тăракан пĕрлехи информаци тытăмне хута яриччен усă курма пулĕ. Социаллă карттăсем граждансене социаллă пулăшу парас механизма йĕркелĕç, çакна валли уйăрнă укçа-тенке тĕллевлĕ усă курнине тĕрĕслесе тăрĕç.

2009 çулта çĕнĕ автобуссем туянма укçа уйăрнă, эппин, обществăлла транспорт пахалăхĕ те ÿсĕ. Мĕнле маршрут, рейс ытларах кирлĕ пулнине пĕлме халăх хушшинче ыйтăм ирттерĕç, уйрăм çынсен обществăлла транспорчĕсем халăха мĕнле тивĕçтернине сăнаса, пăхса тăрĕç. Ку вăл йăлтах халăха, ку шутра çăмăллăхпа усă куракансене те, транспортпа тивĕçтерессине чылай лайăхлатма пулăшать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика