16 января 2009 г.
Унăн амăшне — Агафия Мефодьевнана — хам ача чухнех палланă-ха. Вăл çав вăхăтсенелле пирĕн ялти — Еншик Чуллăри — хуçалăх таварĕсем сутакан лавккара вăй хуратчĕ. Кăмăллă çак чăваш хĕрарăмĕн ывăлĕпе Русланпа вара (халĕ вăл Руслан Иванович ентĕ — В. Д.) иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче паллашрăм. Хамăр еннерехрен пулнăран-ши (вăл — вăрманкасалманчсем) тÿрех кăмăла кайрĕ. Унтанпах — тус-юлташсем. Çавăнпах Руслан Иванович пирки ыттисене каласа пама мана пĕр енчен çăмăлрах та. Тен, тепĕр енчен йывăртарах та-и?
Çартан таврăнсан вăл Тутарстанри Альметьевск хулинчи физкультура техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Пĕр хушă Муркашри ДЮСШ директорĕнче, унтан хамăр районти Шывпуç шкулĕнче физкультура учителĕнче ĕçленĕ. 1975 çулхи февральте вара Р. Мефодьева спорткомитет председателĕ пулма шаннă. Вун пĕр çул хушши çăмăл мар çак лава тапса туртнă вăл. Мĕн чухлĕ спорт мероприятийĕ йĕркелесе ирттерме хутшăнман-ши çак тапхăрта? Красноармейскинче республика шайĕнче пулнисем те асрах-ха. Хăй те вĕсенчен аякра тăрса юлман: футболла та вылянă, йĕлтĕрпе чупса республика пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенче район чысне тивĕçлипе хÿтĕленĕ. Тата районăн тĕп спортсменĕн çапла пулмалла та ĕнтĕ, хăйĕн тĕслĕхĕпе ыттисене хавхалантарса пымалла. “Çăмăл атлетикăна, йĕлтĕр спортне, футбол-волейбол вăййисене, шашка-шахмата кăмăллакансен йышĕ çав çулсенче самаях пысăк пулнă. “Çăмăл атлетсемпе йĕлтĕрçĕ-сем Мăн Шетмĕ енче уйрăмах нумайччĕ. Каярахпа чылайăшĕ республика, Раççей шайĕнче те палăрчĕç”, — аса илет Руслан Иванович.
Каярахпа çулталăк ытларах Упири вăтам шкулта физкультура учителĕнче тимленĕ хыççăн ăна районти ДЮСШ директорĕ пулма çирĕплетеççĕ. 15 çул çамрăк ăрăва спорта юратма хăнăхтарать Р. Мефодьев, вĕсем хушшинче хăйне те çамрăкраххăн туять. Тата 2 çул Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче физкультура учителĕнче ĕçленĕ хыççăн каллех ДЮСШра вăй хума тытăнать. Вăл халĕ — директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ, тренер. Спорт аталанăвĕпе пур енлĕн интересленсе тăрать тата: занятисем ирттернипе, ăмăртусене судья пулса хутшăннипе пĕрлех спортсменсем пирки хаçат-журналта вулать, спортпа çыхăннă телепередачăсем пăхать. Обществăлла ĕçрен те пĕртте аякра тăман Руслан Иванович: вĕренÿре ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн членĕ пулнă, профсоюзсен юбилей медальне те тивĕçнĕ. Пĕлтĕр вара ăна “Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ” паллăпа чысларĕç. Тав хучĕсемпе грамотăсем те темĕн чухлех.
Мăшăрĕ — Светлана Петровна та, тĕрлĕ çĕрте вăй хуракан ачисем — Алеша, Анжелика тата Аркадий те спортран ют мар.
Январĕн 17-мĕшĕнче тус-юлташăм 60 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çавна май ăна çирĕп сывлăх, пархатарпа вăй-хăват тата вăрăм кун-çул сунатăп. Хăй калашле, спорт яланах хавхалану кÿтĕр.