АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачаранпах юрă-сăвăпа ÿснĕ

16 января 2009 г.

 

Ытахальтен каламан пуль çав “ача чух эпир пурте сăвăç” тесе. Ку енĕпе Турă панă талант пуррисем, чăнах та, сăвăç “лавĕ” çинче лараççĕ, творчество лаççинче хăйсен пултарулăхне аталантараççĕ. Çав йышра манăн Кăмакалта çуралнă, халь Красноармейскинче пурăнакан Гурий Егорович Дубров (Кăмакал Куркки) юрăç-сăвăçа палăртассăм килет. Кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче вăл 75 çул тултарчĕ.

Юбилей умĕн тус-юлташăмăрпа, шанчăк паракан сăвăçпа, пултаруллă юрăçпа, райхаçатăн çывăх тус-юлташĕпе, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕпе — Кăмакал Курккипе —курнăçрăм, темиçе ыйту çине хуравлама ыйтрăм.

— Гурий Егорович, эсир хăвăр пурнăçа культурăпа суту-илÿ ĕçĕсемпе çыхăнтарнă. Строительство тытăмĕнче те вăй хунă. Çавах та сирĕн чун-чĕре ытларах творчество лаççипе çывăх. Çаплах-и?

— Тĕрĕсех. Эпир чăпта çапнă. Ялта пысăк пÿрт пулнă пирĕн. Эпĕ астăвасса, килте виççĕ-тăваттăрах тăратчĕç те ĕçе пикенетчĕç. Юрла-юрла чăпта çапатчĕç. Аттен кĕнеке пурччĕ. Çав кĕнеке тăрăх юрлатчĕç.

Ĕçкĕ-çикĕне кайсан та юрланă. Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнче кукаçине — Яшука — юрăç пулнипе пĕлнĕ. Аттепе анне те юрăпа туслă пулнă. Атте 37 çулта пуç хучĕ. Çав тери илемлĕ пит-куçлăччĕ. Эпĕ атте-аннерен нумай юрă вĕренсе юлтăм. Кĕтÿ кĕтнĕ вăхăтра та юрă ытамăнче çÿренĕ. Эпир çемйипех юрланă. Зоя аппа та, Юра шăллăм та юрăпах юнашар çÿренĕ. Халĕ те вĕсем чуна тыткăнламаллах шăрантараççĕ.

Эпĕ çарта та, унтан таврăнсан та пултарулăх ушкăнĕсене хутшăннă. Чĕрĕк ĕмĕр райпо тытăмĕнче тăрăшрăм. Райпо председателĕн кадрсем енĕпе ĕçлекен çумĕ пултăм. Кунтах илемлĕ пултарулăх кружокне йĕркелесе ятăм. Мĕн чухлĕ юрă-ташăпа савăнтарман пуль çынсене. Унтанах тивĕçлĕ канăва тухрăм. Сăмах май, районти строительсен организацийĕнче (МСО) ĕçленĕ чухне те кунта юрă-ташă ăстисен ушкăнне йĕркеленĕ. Çапла, 40 çул юрлатăп, ташлатăп эпĕ. Сцена маншăн иккĕмĕш кил вырăнĕнчех ĕнтĕ.

Халь акă, 16 çул районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕнче уйрăлми артист вырăнĕнчех юлтăм. Ватăлмастăп темелле.

— Хисеплĕ çыннăмăр, эсир районти Нестер Янкас ячĕллĕ премин лауреачĕ те. Çаплах-и?

— Аса илме кăмăллă, паллах. Районти пысăк сценăсем çине тухнăранпа 30 çул çитнĕ май районти халăх пултарулăх çуртĕнче творчество каçне ирттерчĕç. Унта мана ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне пачĕç. Каярахпа, 1997 çулта юрланă юрăсемшĕн, Нестер Янкас ячĕллĕ премие тивĕçрĕм.

ЧР халăх поэчĕ — Танăш каччи Юрий Семенов (Сементер) — маншăн тăван пекех хаклă. Иксĕмĕр, хăть манран кĕçĕнрех пулин те, туслă эпир. Пирĕн Кăмакалпа Танăш ялĕсем хушшипе Казак çырми тăсăлса выртать. Эпĕ çав çырмана сума суса сăвă та çырнăччĕ. Вăл ăна килĕштерсех вуланăччĕ.

Пенсие кайсассăн унччен темиçе çул маларах çырса хунă сăвăсене тепĕр хут тишкертĕм. Мĕншĕн-ха вĕсене ахаль вырттарас? Сăвă техникине чухлакан тус-юлташсемпе канашларăм, çав йĕркесене “çутта” кăларас килчĕ...

1999 çулта манăн сăвăсен пĕрремĕш пуххи “Кĕçĕн Шетмĕ сăпкинче” ятпа кун çути курчĕ. Тепĕр çулхине сăвă-юрăсен — “Пурнăçăм, телейĕм”, проза енĕпе “Вĕсем — Сар Петĕр йăхĕнчен” кĕнекисем пичетленчĕç. Райпо тытăмĕнче чылай çул ĕçленине шута илсе “Районти суту-илÿ” (2001 ç.) кĕнекене вулакансем патне çитертĕм. Мана райпора вăй хунă çулсенче ĕçри ÿсĕм-семшĕн тата общество пурнăçне активлă хутшăннăшăн КПСС Чăваш обкомĕпе Министрсен Совечĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Çавăн пекех эпĕ “Раççей потребкоопераци отличникĕ” хисеплĕ ята тивĕçрĕм. Манăн “Ĕç ветеранĕ” тата “Ĕçри хастарлăхшăн. В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа” панă медальсем те пур. Ача-пăча хайлавĕсемшĕн Трубина Мархви ячĕллĕ премипе те чысларĕç. Унпа пĕрлех — Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ те.

Эпĕ хĕрсех ĕçлерĕм темелле. “Пирĕн тăрăхри вăрман”, “Тăван кĕтес”, “Вĕсем — Путене таврашĕ”, “Пирĕн йăх-несĕлсем”, “Туя туй пек тăвар-и?”, “Йăх-несĕл уявĕ”, “Çеруш таврашĕ” кĕнекесене вулакансем умне кăларма пултартăм. “Туя туй пек тăвар-и?” кĕнеке шучĕпе — вун пĕрмĕшĕ.

Тăван çут çанталăк, тăван кĕтес, ача-пăча, туслăхпа юрату, йăла-йĕрке тата ытти тематикăсемпе палăраççĕ манăн кĕнекесем. Юлашки çулсенче йăх-несĕл тематикипе те чылай тăрăшма, шыравра пулма тиврĕ.Манăн сăвăсемпе çырнă хĕрĕх ытла юрă халăхра анлă сарăлнă.

Район хаçачĕпе — “Ял пурнăçĕпе” — уйрăлми, тачă çыхăнура эпĕ. Кунта, материалсем çырнипе пĕрлех, редакци çумĕнчи агитушкăна хутшăнатăп, вулакансемпе курнăçатăп тата вĕсене юрă саламĕсем парнелетĕп.

Халь районта мĕн пурĕ 89 ял. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрне сцена ăстисемпе пĕрле икшер хутчен те çитнĕ. Ватăлатпăр пулин те чун-чĕре çамрăк-ха манăн.

— Гурий Егорович, сире 75 çул тултарнă ятпа вăрăм кун-çул, кил ăшши сунатăп.

— Çаплах пултăр. Тавах.

Юрăç-сăвăçпа Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ Г. Ефимов калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика