АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă тĕллевпе

16 января 2009 г.

 

Ырă ĕçсен çулталăкĕ хыçа юлчĕ. Пулăшакана Турă та пулăшать тенине асра тытса эпĕ те юлташсемпе пултарнă таран ырă ĕçсем тума тăрăшрăм: пĕччен пурăнакан ватăсене кил таврашĕнчи ĕçсене тума пулăшрăм, ял таврашĕнчи çырмара йывăçсем лартрăм, ялти урамсене тирпей-илем кĕртме те манмарăм.

Илемлĕ вырăнта пурăнатăп эпĕ. Юнашарах Хăртнă вăрманĕ кашласа ларать. Çулталăкăн кашни вăхăтĕнчех илемлĕ кунта. Хĕлле йĕлтĕрпе,çулла çуранах каятăп вăрмана. Чун уçăлать, кашни турата сĕртĕнес, кашни йывăçа ыталас килет.

Пĕррехинче хамăн юратнă тусăмпа, йытă çурипе,черетлĕ çул çÿреве тухрăм. Вăрманта ула такка кĕвĕллĕн таклатттарни илтĕнет. Унччен те пулмарĕ, ман Улайкка пĕр тĕмеске патĕнче чарăнчĕ те хыттăн вĕрме пуçларĕ. Хăй йĕри-тавра чупкалать, мана чĕнет. Пăхатăп — пĕр кайăк çунаттисене уснă, аран-аран сиккелет, аманнă пулас. Шеллерĕм пĕчĕкскере, хампа пĕрле илтĕм. Киле çитсен шăллăмпа иксĕмĕр кайăкăн суранне анне каланă пек çыхрăмăр, хут ещĕке тирпейлĕн вырнаçтартăмăр. Эпир ăна кашни кун шыв, кĕрпе, çăкăр патăмăр. Кĕçех вăл хуллен вĕçкелеме тытăнчĕ. Часах сывалса та çитрĕ. Пĕр кун вара эпир çунатлă тусăмăра ирĕке вĕçтерсе ятăмăр.Чылайччен чĕвĕлтетсе вĕçсе çÿрерĕ вăл. Тахăш самантра вара куçран çухалчĕ. Савăннипе хамăн та çак кайăкпа пĕрле вĕçес татах та ырă ĕç тăвас килчĕ. Ырă ятшăн мар, кама та пулин усă кÿрес тĕллевпе.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика