АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр правилисемпе — олимпиада

16 января 2009 г.

 

Ачасем çул-йĕр çинче суранланасран асăрхаттарас, вĕсене ку чухне харпăр хăйне тытмалли правилăсене туллинрех вĕрентес тĕллевпе ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн районти çурчĕпе ГИБДДн районти уйрăмĕ çул-йĕр правилисемпе олимпиада йĕркеленĕ.

Унта районти вĕрентÿ учрежденийĕсенчи 11 шкул ачи хутшăннă. Вĕсен хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрлĕ конкурссенче кăтартма тивнĕ.

30 балран 24 балл пухса, Мăн Шетмĕ вăтам шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекен Александр Владимиров (ертÿçи — Ю. И. Маринкин) пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Иккĕмĕшĕнче — Евгений Ильин (Именкасси шкулĕ, 7 класс, 23 балл, ертÿçи — Л. Г. Александров), виççĕмĕшĕнче — Константин Филиппов (Трак гимназийĕ, 6 класс, 21,5 балл, ертÿçи — И. Ю. Иванова).

ГИБДДн районти уйрăмĕн начальникĕ В. Ю. Алексеев, олимпиада кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май, çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе тата парнесемпе чысланă. Ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн районти çурчĕн директорĕ Ю. Г. Маркова Алманчри вăтам шкулти Дмитрий Никитин çамрăк инспектора çуралнă кунĕ ячĕпе саламласа пĕчĕк парне панă. ГИБДДн районти уйрăмĕн пропаганда енĕпе ĕçлекен инспекторĕ С. А. Протасов вара олимпиадăна хутшăннисен ертÿçисемпе ачасем çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăхăнассине йĕркелесси пирки калаçу ирттернĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика