16 января 2009 г.
Кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин пирĕн районти халăхăн социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Л. А. Киселев 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Леонид Аркадьевича ĕç тăвакан власть органĕсенче нумай çул хушши тухăçлă вăй хунăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Ăна юбиляра тунти кунхи канашлу пуçланас умĕн район пуçлăхĕ С. А. Николаев савăнăçлă лару-тăрура, районти тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем умĕнче пачĕ.
...Леонид Янмурçин ялĕнче Фекла Никифоровнапа Аркадий Васильевич Киселевсен çемйинче çуралнă. Ашшĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, “Янмурзино” колхоз председателĕ, бригадир пулнă, Ленин ячĕллĕ пысăк колхозри партком секретарĕнче вăй хунă. Кил хуçи хĕрарăмĕ тăван хуçалăхра пилĕкне авнă. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсене пăхмасăр çемьере 6 ача — 2 хĕрпе 4 ывăл — ÿснĕ. Леонид çемьере пиллĕкмĕш пулнă, арçын ачасенчен вара — чи кĕçĕнни. Вĕсем пурте ашшĕ-амăшне кура ĕçчен çитĕннĕ, кирек епле ĕçрен те хăраса тăман.
Л. Киселевăн ĕç биографийĕ Шупашкарти троллейбус управленийĕнче çырăнма тытăннă, кунта вăл 2 çул хушши электромонтерта тимленĕ. Çартан таврăнсан, Леонид комсомол райкомĕнче вăй хума пуçăнать. Çакăнта ĕçленĕ тапхăртах илемлĕ те ырă кăмăллă чăваш пикипе — Августинăпа — çемье çавăрать. Леонид Аркадьевичăн ĕç стажĕ самай пысăк — 42 çулпа танлашать. Вăл тĕрлĕ çулсенче районти “Сельхозтехника” пĕрлешĕвĕнче ертсе пыракан должноçсенче вăй хунă, каярах парти райкомĕнче, РАПОра, ял хуçалăх управленийĕнче инженер-механикра ĕçленĕ. 1997 çулхи кăрлач уйăхĕн 15-мĕшренпе вара унăн ĕç биографийĕ халăхăн социаллă хÿтлĕх пайĕпе çыхăннă. Пай вăл йĕркелесе пынипе районта пурăнакансене, уйрăмах ватăсене пулăшас енĕпе пуян опыт пухнă. Леонид Аркадьевич хăй те хушнă ĕçшĕн яваплăха çирĕп туять, пысăках мар коллективри ытти çынсенчен те çавнах ыйтать. Ахальтен мар район çыннисем аван пĕлеççĕ ĕнтĕ ăна, хисеплеççĕ. Чыс-сума тĕрлĕ шайри наградăсем те аван çирĕплетеççĕ.
Киселевсем виçĕ ывăл ÿстернĕ, тивĕçлĕ пĕлÿ панă, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшнă. Халĕ вĕсен куç тулли 4 мăнук çитĕнет.