16 января 2009 г.
Кĕçĕншетмĕсем кăрлач уйăхĕн 4-мĕшĕнче ялти кану центрне хăйсен мухтавлă ентешне, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артистне В. Петрова сума суса асăнма пухăнасси çирĕп йăлана кĕчĕ.
Кăçал та пултаруллă юрăç çуралнă çак кун вĕсем каллех пĕрле пуçтарăнчĕç, Виталий Егорович пултарулăхĕ умĕнче пуç тайрĕç. Ялти кану центрĕн ертÿçи, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. И. Петрова мĕн пуçласа вĕçне çитичченех маттур йĕркелесе пынă асăну каçне ку хутĕнче те Шупашкартан та, район центрĕнчен те хăнасем чылайăн хутшăнчĕç. Малтанах вĕсем В. Петровăн асăну пÿлĕмне кĕрсе курчĕç, кунти пуян материалсемпе тепĕр хут паллашрĕç, юрăç мăшăрĕ — Лидия Петровна вара пÿлĕмри сăваплă вырăна чĕрĕ чечек хучĕ. Магнитофонран Виталий Егорович юрланă юрăсем шăранаççĕ.
Асăну каçне залри сцена çинчен Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О. В. Андреева уçнă хыççăн Чăваш Республикин Гимнĕ янăрарĕ. Унтан Шупашкарти “Новое время” типографире 1 пин экземпляр тиражпа пичетленсе тухнă “Три струны” кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Ун шăпи пирки автор, хамăр районти Çĕньял Упи ялĕнче çуралнă Раççей Федерацийĕн журналистсен пĕрлĕхĕн членĕ, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. В. Яковлев чарăнса тăчĕ.
— Эпĕ Виталийпе Красноармейскинчи вăтам шкулта пĕрле вĕреннĕ. Çавăнпах унăн пултарулăхĕ, уçă сасси, çĕкленÿллĕ юррисем чун-чĕрене татах та çывăхрах. Юлташăм çинчен ыттисене те тĕплĕнреххĕн каласа парассăм килчĕ. Акă мĕншĕн çырăнчĕ ку кĕнеке. Унта В. Петров пирки паллă çынсем аса илнисем, сăн ÿкерчĕксем, вăл юрланă юрăсен сăмахĕсем те кĕчĕç. Виталийсĕр пуçне кĕнекере хамăрăн тата икĕ пултаруллă ентеш — Марк Аттай сăвăç-сатирикпе Чăваш халăх поэчĕ, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ Юрий Сементер çинчен те çĕннине пĕлме пулать. Пултарулăхпа Чăваш Енре çеç мар палăрнă виçĕ маттур пирки каласа кăтартнăранах ку кĕнекене “Три струны” ят патăм. Чăвашла “Виçĕ хĕлĕх” тени пулать ĕнтĕ, — пĕлтерчĕ Александр Васильевич.
Вăл кĕнекен пĕрремĕш экземплярне район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумне Н. И. Антонова парнелерĕ. Николай Илларионович, парнене йышăннă май, автора район администрацийĕ ячĕпе ăшшăн тав турĕ, пултарулăх лаççинче çĕнĕ ÿсĕмсем сунчĕ, хăй Виталийрен çулталăк каярах вĕреннĕ май, ăна аван пĕлни, унăн пултарулăхĕпе мăнаçланни, кĕçĕншетмĕсем юрăçа манăçа кăларманни сăваплине каларĕ.
Асăну каçĕнче В. Петров пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, çынлăхĕ пирки çавăн пекех унăн мăшăрĕ — Лидия Петровна, “Трак ен” ентешлĕх правленийĕн ертÿçи А. Н. Львов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ÿнерçи Г. Н. Николаев, Осип Алексеев (Ăсан Уçăпĕ) çыравçă, Кĕçĕн Шетмĕри Э. М. Юрьев ячĕллĕ музей-картина галерейин директорĕ Ю. Е. Дубров (Юрий Егорович пурĕ 600 тăваткал метр лаптăк йышăнакан музейра В. Петров паллă юрăçăн асăну пÿлĕмĕ те тивĕçлĕ вырăн тупасса пĕлтерчĕ) ăшă сăмахсем каларĕç, музей валли парнесем кÿчĕç.
Каçа йĕркелесе пыракан В. И. Петрова Виталий Егоровичăн ывăлĕ — 3-мĕш рангри капитан Эдуард Витальевич Петров Санкт-Петербургран кĕçĕншетмĕсене ашшĕн ятне манăçа кăларманшăн тав туса янă телеграммăпа паллаштарчĕ, ентеш-юрăçăн аудиокассетипе ун пирки каласа паракан кĕнеке тухни, малашне унăн пултарулăхне çутатакан видеодиск кăларма хатĕрленни пирки пĕлтерчĕ. Залра ларакансем ку шухăша ырласа тăвăллăн алă çупрĕç.
В. Петрова сума суса асăну концерчĕ те иртрĕ. Унта чăваш эстрадин артисчĕпе Владимир Леонтьевпа (вăл — карайсем) пĕрлех çамрăк вокалистсен В. Петров ячĕллĕ конкурсĕн тĕрлĕ çулхи лауреачĕсем Александр Никитин, Виталий Иванов тата Татьяна Козлова, çамрăк ташăçпа юрăçă — Юлия Масловапа Андрей Андреев, ташă ăстисем Алиса Яковлевапа Алена Бажбенова хутшăнчĕç, куракансен тавне тивĕçрĕç.
Асăну каçĕн спонсорĕсене те палăртса хăвармалла. Вĕсем — Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕ (пуçлăхĕ О. В. Андреева), Красноармейскинчи райпо (канаш ертÿçи А. И. Дмитриева), Людмила Николаева, Василий Петров тата Валентина Скворцова.
Кăçал мухтавлă ентеш, пултаруллă юрăç 55 çул тултармаллаччĕ. Анчах Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕн пурнăçĕ хĕрĕхрех татăлчĕ. Унăн ят-сумĕпе юррисене ентешĕсем упраса пурăнни, манăçа кăларманни вара чăннипех савăнтарать.