АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутат кунĕнче çулталăк кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç

13 января 2009 г.

 

Декабрĕн 30-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем каллех пĕрле пухăнчĕç. Депутат кунĕнче вĕсем, хăйсен 2008 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май, 2009 çулта, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче, Чăваш Республикин Президенчĕн Н. В. Федоровăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă “Чăваш Ен çитĕнĕвĕ — кашнин пуçарулăхĕнче!” Çырăвĕнчен тухса тăракан задачăсене палăртрĕç.

Депутатсем умĕнче çак тата ытти ыйтусемпе район пуçлăхĕ С. А. Николаев, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ, “Гигант” ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи В. В. Александров, район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ В. Ю. Иванов, экономика аталанăвĕн тата финанс пайĕсен начальникĕсем А. В. Михайловапа Р. А. Николаева тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ В. М. Данилов тухса каларĕç.

Чăн та, район Пухăвĕн депутачĕсем хутшăнни-йĕркеленипе 2008 çулта районта ырă улшăнусем сахал мар пулса иртрĕç. Çитĕнÿ-ÿсĕмсем депутатсен корпусĕ тăрăшуллă вăй хунинчен килнине пурте тĕрĕсех палăртрĕç.

Депутатсем вара хăйсем районта пурăнакансен ырлăхĕшĕн малашне те вăй хума хатĕррине палăртрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика