13 января 2009 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă “Чăваш Ен çитĕнĕвĕ — кашнин пуçарулăхĕнче!” Çырăва эпĕ район делегацийĕн йышĕнче Шупашкарта итлерĕм.
Николай Васильевич ялти пурнăçа çăмăллатас енĕпе тăвакан ĕçсене ырлатăп. Акă, пирĕн тăрăхра та ку енĕпе юлашки вăхăтра ырă улшăнусем сахал мар пулчĕç. Ялсене çут çанталăк газĕ çитни, пÿрт-çурта унпа хутса ăшăтма пуçлани ял çыннишĕн калама çук пысăк ырлăх тетĕп. Тата юлашки 2 çулта, уйрăмах пĕлтĕр, Мăн Шетмĕ енче хытă сийлĕ çулсем тăвассипе пысăк ĕçсем пурнăçланă. Пирĕн территорирех çĕнĕ йышши кĕпер те хута кайрĕ. Апла пулсан Президент хресчен нушисене аван пĕлет, пире вĕсенчен хăтăлма майсем туса парать. Н. В. Федоров, тен, çавăнпах-и Çырура халиччен çĕнсе илнĕ чикĕсенчен каялла чакма юраманнине палăртрĕ.
Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче те татса паман ыйтусем çук мар. Унчченхи “Мичуринец” хуçалăх пайланса кайнă хыççăнхи хăш-пĕр вак хуçалăхсем ниепле те вăй илеймеççĕ, ав. Ырă тĕслĕхĕ ку енĕпе хамăр енчех çук мар-ха. Ав, тулли мар яваплă “Шатьма” пĕрлешÿ пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн йывăрлăхсене çĕнсе пырать мар-и? Кунта вăй хуракансем тырри-пуллине те япăх мар çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе унран продукци илессине те ÿстереççĕ, ĕç укçи те пĕчĕкех мар вĕсен. Шăпах Президент каланă “ĕçре хастар та пуçаруллă пулмалла” тени вырăнлă ку чухне. Çитменнине кашнин çакна тĕпе хумалла. Кашни отрасльтех, çав шутра ял хуçалăхĕнче те, çапла майпа йывăрлăхсене çĕнме пулать. Президент шухăшĕпе эпĕ те питĕ килĕшетĕп. Çитĕнÿ-ÿсĕм çынранах килет çав.