13 января 2009 г.
Районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ “Çулталăк çынни-2008” ята райпо канашĕн председательне Альбина Ильинична Дмитриевана пама йышăннă. Ку ята ăна район хыпарçин вулаканĕсенчен ыйтса пĕлнĕ тăрăх панă. Тата райхаçат редакцийĕпе тачă çыхăну тытнине шута илнĕ.
Альбина Ильиничнапа хăйĕн ĕç пÿлĕмĕнче Çĕнĕ çул умĕн тĕл пултăм, ăна “Çулталăк çынни” ята тивĕçнĕ ятпа саламларăм, унран пĕлтĕрхи ĕçсем пирки каласа пама ыйтрăм.
— Пирĕн отрасль — суту-илÿ. 2008 çул хĕрÿ ĕçре иртрĕ. 2007—2008 çулсенче чăннипех пысăк утăмсем турăмăр. Кунта унчченхи 2005—2006 çулсенче магазинсене газ кĕртни, вĕсене холодильниксемпе, суту-илÿ оборудованийĕсемпе тивĕçтерни пысăк пулăшу кÿчĕ. 2008 çулхи 9 уйăхра райпо тытăмĕнчи кашни ĕçченĕн вăтам ĕç укçи 7 пин тенкĕрен иртрĕ (ку “Чăвашпотребсоюз” тытăмĕнчи тăваттăмĕш кăтарту). 2 магазина (универмагри “Восход” тата район центрĕнчи апат-çимĕç таварĕсем сутакан иккĕмĕш лавкка) çынсем таварсене хăйсем суйласа илсе туянас йĕрке (самообслуживани) çине куçарнă. Столовăйсенче юсав ĕçĕсене ирттернĕ. Çăкăр комбинатĕнче çĕнĕ оборудовани вырнаçтарса хута янă. Икĕ автомашина (автолавка, “Камаз”) туяннă.
2008 çул Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулчĕ. Çавна май райпо, ырă кăмăллăх кăтартса, нумай çынсене пулăшу панă. Ытти çулсенче ку тĕлĕшпе укçа-тенкĕ хисепĕ 40—50-шар пин тенкĕ пулнă пулсан, пĕлтĕр 100 пин тенкĕ таранах тăкакланă. Ку ĕçе эпир мухтанмасăр, кăкăра çапса çÿремесĕрех пурнăçланă. Кама мĕн чухлĕ пулăшни пирки нумай чарăнса тăрас килмест тата ку сăпайлах та мар пулĕ тесе шутлатăп. Нушаланакансене ырă ят илтес тесе мар, кăмăлпа пулăшмалла вĕт. Эпир çапла тăватпăр та.
Хамăр патра ĕçлекенсене, ыйтакансене, социаллă пулăшу парас тĕллевпе 6 процентлă ссудăпа тивĕçтеретпĕр. 2008 çулта çакăн пек ссуда 1 миллиона яхăн тенкĕ панă. Кунсăр пуçне пенсие тухакансене пĕр хутчен пама вĕсен ячĕпе укçа пухса пыратпăр. Çемье çулталăкĕнче Коопераци кунĕ ячĕпе виçĕ ачаллă çемьесене пулăшмашкăн май тупрăмăр.
2009 çулхи тĕллевсем пирки сăмах тапратсан, Альбина Ильинична çапла хуравларĕ:
— Гороскоппа Вăкăр çулталăкĕ ăнăçлă çул пулмалла, укçа-тенкĕ илсе килмелле. Тĕнчере халĕ экономикăпа финанс кризисĕ алхасать пулин те, эпир çавна шанатпăр. Çак лару-тăрура ытларах вăй-хал хума тивет ĕнтĕ, тăкаксене май пур таран чакармалла. Пирĕн тытăмра вăй хуракансен ĕçченлĕхĕ пысăк. Илер-ха, тĕслĕхрен, Сурăмхĕрри Карай магазин заведующине Любовь Петровна Иванованах. Кунти йыш 2008 çулта пур кăтартусемпе те (тавар çаврăнăш, сĕт туянасси, сиплĕ курăксем пухасси тата ытти те) лайăххипе палăрчĕ. Çавна май магазин районта пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Именкасси магазинĕ (заведующийĕ Вера Филипповна Михайлова, сутуçисем Е. Михайлова, В. Иванова), Янмурçин магазинĕ (заведующийĕ Галина Яковлевна Васильева, сутуçи Г. Якимова), виççĕмĕшĕнче — Мăн Шетмĕ (заведующийĕ Рената Васильевна Назарова, сутуçи С. Васильева), Чатукасси (заведующийĕ Людмила Петровна Викторова, сутуçи А. Малова), Васнар (заведующийĕ Надежда Николаевна Александрова, сутуçи З. Христофорова). Ку коллективсене тав çырăвĕпе тата укçан преми парса чыслатпăр. Хамăрăн тытăмри мĕн пур ĕçченсене 2009 çул ячĕпе саламлатăп, ĕçре чăтăмлăхпа çаврăнăçулăх, çемьере телей сунатăп. Пĕрлехи вăйпа пирĕн йывăрлăхсене çĕнтермеллех.
Ыйту — хурав
Зодиак палли: Шыв тăкан (Водолей).
Çут çанталăкăн юратнă вăхăчĕ: çуркунне
Юратнă тĕс: сарă-хĕрлĕ
Интерес (хобби): тавра курăма анлăлатмалли литература; пахчари ĕç; юрă-ташă; килте чечексем çитĕнтересси; кроссвордсем шутласси
Юратнă апат: тăпăрчăпа суханран пĕçернĕ хуран кукли
Юратнă ĕçме: килте тунă квас.