13 января 2009 г.
Пĕлтĕрхи февраль уйăхĕнче Тусайри ĕçпе вăрçă ветеранĕ Ефрем Михайлович Михайлов Тутар Республикинчи Кукмор поселокĕнче пурăнакан хĕрĕ патне çитсе курнă. Кунта вăл район хаçатĕнче “Фронтри разведчик" материалпа паллашнă. Асăннă статьяра Е. Михайловăн фронтри тус-юлташĕ пирки çырса кăтартнă.
Çапла вара редакци ĕçченĕсем çине тăнипе икĕ ветеран 65 çултан пĕр-пĕринпе тĕл пулнă.
Тусайри Е. Михайлова фронта 1943 çулта илнĕ. Ăна Чĕмпĕр облаçĕнче çур çул шоферсем хатĕрлекен курсра вĕрентнĕ. Курсантсене кунта Европа техникипе усă курма хăнăхтарнă. Ун хыççăн вĕсене Пĕрремĕш Украина фронтне ăсатнă. Вăл вăхăтра асăннă фронтăн командующийĕ Георгий Жуков пулнă.
Кишиневшăн пынă çапăçусем Ефрем Михайловпа Мазит тутарăн шăписене пĕрлештернĕ. Вĕсене иккĕшне те Бухарестшăн пынă тытăçусемшĕн Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа наградăланă.
Пĕр çапăçура Мазит разведчика сулахай ураран амантаççĕ.
— Мана манăн ангел-сыхлавçă çеç çăлчĕ. Эпĕ, калас пулать, икĕ хутчен çуралнă, — аса илет Мазит.
Ун чухне Ефрем Михайлович çар снарячĕсене турттарнă, аманнă салтаксене тыла илсе тухнă. Çав суранланнисен йышĕнче — Мазит та. Е. Михайлов вĕсене Прагăри госпитале леçнĕ. Çакăн хыççăн фронтри тус-юлташсем пĕрре те пĕр-пĕринпе курнăçман.
— Манăн Прага, Вена хулисене ирĕке кăларнă тата Берлина штурмланă çĕре хутшăнма тиврĕ. Мускавра 1945 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче иртнĕ Çĕнтерÿ Парадне те курнă эпĕ, — иртнĕ вăхăта тишкерчĕ фронтовик.
Германие капитуляциленĕ хыççăн тĕнчере лăпкă пулман-ха. Парад хыççăн салтаксене, çав йышра Е. Михайлов та пулнă, Маньжурине ăсатнă. Тусай каччи кунта техникăпа çар кухнине турттарнă.
1945 çулхи августăн 9-мĕшĕнче пуçланнă вăрçă сентябрĕн 3-мĕшĕнче Япони парăннипе вĕçленнĕ. Ефрем ун чухне Китайра пулнă. Кайран вĕсене Читана куçараççĕ, техникăна консервацилеме лартаççĕ. Çавăнта салтаксене бронетанковăй техникăна юсама вĕрентнĕ. Кун хыççăн вĕсен чаçне Германие куçарнă.
Пилĕк çултан тин, 1950-мĕш çулта, Е. Михайлов тăван кĕтесе таврăннă, çемье çавăрнă. Кил-йышра виçĕ ача çуратнă мăшăрĕпе. Фронтовикăн хĕрĕ — Светлана — Тутарстанри Кумор поселокĕнчи каччăна — Рафика — качча тухнă.
— Эпĕ редакци ĕçченĕсене хамăн çарти çывăх тус-юлташăмпа тĕл пулма пулăшнăшăн чун-чĕререн тав тăватăп. Эпир вĕт Мазитпа 65 çул курнăçман-çке, — тет Ефрем Михайлович.
Редакцирен: раштав уйăхĕнче райхаçат редакцине РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнчен шăнкăравларĕç. Альбина Валерьяновна Петрова начальник пулчĕ-мĕн. Вăл васкавлă хăй патне пÿлĕме чĕнчĕ. Тутарстанран, унта хĕрĕ патне хăнана кайнă, Тусайра пурăнакан Ефрем Михайлов фронтовик çитнĕ. Ăна кĕрÿшĕ — Рафик — çăмăл автомашинăпа лартса килнĕ. Унпа пĕрле хĕр ачи те — Е. Михайловăн мăнукĕ те пур.
Туслă калаçу çур сехете яхăн пычĕ пÿлĕмре. Çавăн чухне Кукмор районĕн хаçатне те парса хăварчĕç хăнасем.