13 января 2009 г.
Декабрĕн 29-мĕшĕнче ЧР Шалти ĕçсен министрĕ В. В. Антонов йĕркелесе пынипе Упири хупă йышши ятарлă шкулта ЧР çула çитмен çамрăксен тата вĕсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн вырăна тухса ирттернĕ ларăвĕ пулнă. Ку шкулта 11—16 çулсенчи 25 ача воспитани илет. Комисси членĕсем вĕсемпе тата преподавательсемпе калаçнă, вĕренÿ класĕсенче, спорт тата тренажер залĕсенче, çывăрмалли пÿлĕмсенче, столовăйра пулса курнă.
Унтан вĕсем ку шкул çула çитмен çамрăксем право йĕркине пăснинчен асăрхаттарас енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен ЧР прокуратурин пай пуçлăхĕ Р. Шарафутдинова тата шкул директорĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Ю. Васильев пĕлтернисене итленĕ, комиссин 2009 çулхи ĕç планне çирĕплетнĕ.
Ларăва район пуçлăхĕ С. А. Николаев хутшăннă, сăмах каланă.