13 января 2009 г.
Районти комисси Çĕнĕ çул ÿлкисене илемлетес енĕпе ирттернĕ конкурсăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Пĕрремĕш вырăна райпона (канаш председателĕ А. И. Дмитриева) панă. Иккĕмĕшĕнче — тулли мар яваплă “Чулхула газпром трансгаз” пĕрлешÿ филиалĕ - Заволжски ЛПУМГ, уçă йышши “Волгателеком” акционер пĕрлешĕвĕн Чăваш республикин Кÿкеçри районсем хушшинчи электроçыхăну филиалĕн Красноармейски районĕнчи линипе техника цехĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн районти предприятийĕ тата Данилов уйрăм предприниматель, виççĕмĕшĕнче — Красноармейскинчи газ участокĕ, федераллă налук службин районсем хушшинчи 7-мĕш инспекцийĕ тата “Красноармейски сельхозхимийĕ” ПУП. Вĕсене дипломсемпе чыслаççĕ.
Комисси çавăн пекех ÿлкăсене хупă йышши “Красноармейскинчи МСО” пĕрлешÿре, хупă йышши “Лама” акционер пĕрлешĕвĕнче тата районти шалти ĕçсен пайĕнче лайăх илемлетнине палăртнă.