АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Атте, анне тата эпĕ” ăмăртура

13 января 2009 г.

 

Декабрĕн 24-мĕшĕнче Заволжски ЛПУМГăн спортпа сывлăха çирĕплетмелли комплексĕнче газ уçлакан станцире вăй хуракан çемьесем хушшинче “Атте, анне тата эпĕ — спорт çемйи” ăмăрту иртнĕ.

Асăннă тупăшăва 16 çемье хутшăннă. Вĕсем спортăн 8 енĕпе вăй виçнĕ: баскетбол конкурсĕ, комбинациллĕ эстафета, михĕ тăхăнса сикесси, дартс, витрене мечĕк персе кĕртесси, пысăк шара чуптарасси тата ытти те. Çемьесем хушшинче кĕрешÿ çав тери çивĕч пулнă. Унта Васильевсем (Виктор Ивановичпа Марина Михайловна тата вĕсен ывăлĕ — Ваня) пултаруллăрах пулнă, пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ку çемье автотранспорт цехĕн чысне хÿтĕленĕ. Иккĕмĕш призер — Тарасовсем (АУК — ертсе пыракан администраци команди) (Сергей Алексеевичпа Алина Петровна тата вĕсен хĕрĕ — Ксюша), виççĕмĕшĕ — Черновсем (КС-1) (Вадим Николаевичпа Лия Леонидовна тата вĕсен хĕрĕ — Таня).

Мала тухнă командăсене питĕ сумлă парнесемпе чысланă. Тĕрĕссипе асăннă ăмăртура вăй виçнĕ пур çемьесене те тĕрлĕ призсемпе тивĕçтернĕ. Çавăнпа та вĕсем килĕсене хаваслă кăмăл-туйăмпа ăсаннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика