13 января 2009 г.
Чăвашăн ырă йăла пур. Çут тĕнчене килтĕн пулсан, хăв ятупа йывăç лартса пăхса ÿстер. Çак халала манăн аттен пиччĕшĕн мăшăрĕ Матрÿне çирĕп асра тытнă пулас. Качча килсенех вăл хунеçе пахчине, пускилте пурăнакан Унтри хуçалăхĕпе юнашар йăмра лартать. Черченкĕ хунав пускил сарайĕнчен пĕр метрта кăна тăпрапа варăнать. Сулхăнра, нÿрĕк вырăнта лартнă турат хăвăрт вăй илет. Çак ĕç иртнĕ ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсен пуçламăшĕнче пулнă. Матрÿнепе мăшăрĕ çĕнĕ пÿрт лартса хунеçе килĕнчен уйрăлса тухаççĕ. Лартса хăварнă йăмра çитĕнет те çитĕнет. Тепĕр аллă çултан йăмран вулли икĕ çын ытамне те аран-аран вырнаçакан пулать. Çав тапхăрта эпĕ вăтăр çулсенчи çамрăкчĕ. Çÿллĕ çĕкленнĕ йăмра сарлака тураттисемпе Унтри хуралтине чылаях хуплатчĕ.
Пĕррехинче Унтри мучи мана пахчара тĕл пулчĕ те йăмра пирки сăмах пуçларĕ.
— Ывăлăм, çак йăмрана касмаллах пуль, манăн хуралтăна вăл хуплать, çĕртет, — терĕ.
Урăх сăмах-юмах пулмарĕ, эпир кăмăллăнах уйрăлтăмăр. Тепĕр икĕ-виçĕ кунтан çак хыпара атте патне çитертĕм.
Атте çав хыпара илтнĕ хыççăн вăрахчен чĕнмесĕр тăчĕ те:
— Унтрипе иксĕмĕре шансан, ялта кайăксене ларса канма та йывăç пулас çук, — тесе хучĕ. Урăх пĕр сăмах та шарламарĕ. Эпĕ те вуттине хумарăм.
Ай-яй, тĕлĕнмелле ытарлă каларĕ-çке çавăн чухне манăн атте. Çак сăмахсен хĕрÿлĕхне паянчченех асра тытатăп. Унтанпа эпĕ пайтах йывăç лартса çитĕнтертĕм. Унтри мучин кăмăлне те çав çулах шăллăмпа иксĕмĕр тивĕçтертĕмĕр. Турри каçартăр ĕнтĕ кĕрнек йывăçăн ĕмĕрне кĕскетнĕшĕн.