АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырма пĕвепе илемлĕ

13 января 2009 г.

 

Çĕр-шыв! Çак питех те сумлă сăмах çĕр тата шыв сăмахсенчен тытăнса тăрать. Иккĕшĕ те питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ сăмахсем. Манăн хальлĕхе шыв сăмах çинче чарăнса тăма кăмăл çуралчĕ. Çук, чухăн мар эс, Трак ен, пĕтĕмĕшле илсен, юхан шывсемпе кÿлĕсенчен. Мăн Çавал, Мăн Шетмĕпе Кĕçĕн Шетмĕ, район чиккипе юхса иртекен Ункăпа Сурăм шывĕсем арман хуçисем тимленине пула çулталăкĕпех тăрна куçĕ пек шывпа çырантан тулăх выртнă, улăх-çарана, тавралăха нÿрĕк парса тăнă. Карай тата Тăватпÿрт кÿллисене республикăра пĕлмен çын та çук пулĕ. Кÿлли пулсан, шапи пулать тенешкел, мĕнле кăна пулă хунаман пуль çак тулăх выртакан юхан шывсемпе кÿлĕсенче. Пĕр Мăн Шетмĕ шывĕ çинче кăна хăй вăхăтĕнче вун икĕ арман пĕви тытнă. Пирĕн пурнăçа электричество хăватлăн килсе кĕнĕ хыççăн пĕчĕк юхан шывсем пĕвеленме пăрахрĕç, типпе юлчĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çĕр-шывра ял хуçалăхне мелиорацилеме палăртнă анлă программăна ĕçе кĕртме пуçларĕç. Ял хуçалăхне мелиорацилес ыйтăва шывсăр татса пама май çук. Мĕншĕн тесен вăл уйсем шăварассипе тÿрремĕнех çыхăннă. Çавна май район территорийĕнчи пĕчĕк юхан шывсемпе тарăн çырмасенче кĕске вăхăтрах пысăк пĕвесем вуннă ытла ÿссе ларчĕç. Çав шутра районти чи пысăк пĕве — Пшонкă пĕви, унти шыв çийĕ 47,5 гектар йышăнать. Танăшрин — 43,5, Алманчрин — 24, Анаткасрин — 17,2, Шăпăрлăвартин — 12,5, Мăн Шетмĕрин — 23, Упи тăрăхĕнчи Пинер çырминче виçĕ пĕве, вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ — 52 гектар тата ытти те.

Эпĕ асăннă пĕвесене тĕпрен илсен Чăваш мелиорацийĕ хатĕрленĕ проектсемпе патшалăх вăйĕпе çĕкленĕ.

Кунсăр пуçне 1960 çул хыççăн ялсенче хуçалăх вăйĕпе вуншар пĕве тытнă.

Маларахри çулсенче хуçалăхсем пысăк пĕвесем çĕклеме вăй çитереймен, мĕншĕн тесен вĕсен аллинче тăпра тĕкмелли хăватлă техника пулман.

Манăн тĕллевĕм пĕвесене шута илесси мар, сăмахăм халиччен район территорийĕнче çĕкленĕ пĕвесене, иксĕлми пуянлăха мĕнле майпа упраса хăварасси тата вĕсемпе усă курасси çинчен. Самана улшăнса пынă май, районти чылай хуçалăх пасар экономикине алла илме пултараймарĕ, арканса кайрĕ. Хуçалăхсем пĕрлешÿллĕ йыш тăрăшулăхĕпе тата укçипе тунă пĕвесем сывлăшра тăрса юлчĕç. Пĕр шутласан, çак пĕвесем халăхăн, вĕсемпе пурин те усă курма ирĕк пур. Реформа пуçлансан, хуçалăхсен пĕтĕм пурлăхне шута илсе халăха тавăрса памалли пурлăх пайне палăртнă хыççăн пĕвесене уйрăм çынсен е ушкăнсен харпăрлăхне пама май пулнă. Халь ĕнтĕ çак ыйту хыçа тăрса юлчĕ.

Халăх çывăрмасть, ямăт пурлăх çине ăмсанса пăхать. Уйрăм, хуçасăр пĕвесенче çу каçипе тетелсем чылай лартаççĕ. Тетел лартни пĕр енчен пысăк инкекех мар теме те пулать, пулли пĕтсен те пĕви юлать-çке. Пирĕн хушăра тата сĕмсĕртерех, чунсăртарах çынсем те пур иккен. Вĕсем пĕр витре е михĕ пулăшăн ял тулашĕнчи вуншар çул ларнă, халăх выльăх-чĕрлĕхне шăварма тытнă пĕвесене те татса яраççĕ. Кун пек тĕслĕх Упи тăрăхĕнче Пайсупин уйĕнче кăçал пулнă. Пайсупин ялĕнчен Упи улăхне тата Кĕрекаç еннелле анакан çырмасенчи пĕвесене иккĕшне те татса янă. Васнар уйĕнчи Хăлха çакки çырминчи пĕве те çăткăнсене илĕртнĕ. Ăна та татса янă, шывне пĕтĕмпех юхтарса кăларнă. Çапла, хуçасăр пурлăх нумайăшне илĕртет. Çавăнпах пуль ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, икĕ енлĕ килĕшÿ туса, пĕвесене тара (аренда) парас çул çине тăнă. Нимех те калаймăн, пĕр енчен, пĕве шанчăклă алăра, тепĕр енчен, ял тăрăхĕн бюджечĕ “хулăнланать”. Чатукасси, Карай, Кĕçĕн Шетмĕ, Красноармейски, Пикшик ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çак меслетпе темиçе çул та ĕçлеççĕ ĕнтĕ.

Паллах, хуçалăх е патшалăх вăйĕпе тытнă хатĕр пĕвене уйрăм çынна тара пани чылай чухне вырăнти халăха тарăхтарать те, кĕвĕçтерет те. Çавăнпа та аренда условийĕсене халăх умне кăларсан питех те лайăх пулмалла. Пулă ĕрчетекен питомниксенчен темиçе килограмм пулă чĕппи килсе янипех “ку манăн пĕве” тесе, хăлаçланмалли çук. Кунта çут çанталăк пуянлăхне, экологие сыхласа хăварасси çине тимлĕрех пăхни тĕп вырăнта пулмалла. Акă, Пикшик ял тăрăхĕн администрацийĕ Шăпăрлăвар çывăхĕнчи пĕвене тара панăранпа темиçе çул та иртрĕ ĕнтĕ. Пĕвене алла илнĕ хыççăн арендатор кунта мĕнле ĕç туса ирттерни никама та паллă мар. Мĕншĕн тесен нимĕнле улшăну та курăнмасть. Çав вăхăтрах арендатор кĕр çитнĕ май, пулă тытас тĕллевпе, пĕвери шыва пĕтĕмпех кăларса янă. Çакă экологие хирĕçле ĕç шутланать. Пĕвере, проектра палăртнă тăрăх, 241 пин кубла метр шыв шутланнă. Çак киревсĕр ĕç çине эпир мĕншĕн куçа хупса иртсе каятпăр?!!

Красноармейски ялĕпе юнашар, кăнтăр хĕвел анăç енче, вăрман хĕрринче тĕлĕнмелле илемлĕ пĕве вырнаçнă. Виçĕ юпăллă вăл. Пĕвепе юнашарах — виçĕ хутлă çуртсем, иккĕмĕш номерлĕ вăтам шкул, ача-пăча сад-яслийĕ. Пĕве юпленнĕ сăмсахра хыр вăрманĕ ешерет. Хĕвел анăç енче — хурăн ращи. Пĕр сăмахпа каласан, юмахри пек илемлĕ вырăн.

Ку пĕвене 1958 çулта “Победа” колхоз правленийĕ пуçарнипе çĕкленĕ. Ĕçе йĕркелесе пырас яваплăха ман çине хунăччĕ. Çу каçиччен пĕвене çĕклес ĕç вĕçленчĕ. Ăна хăпартнипе пĕрлех Коммуна пĕвинчен хĕрĕх литр кĕрекен икĕ бидонпа пулă сĕрсе килсе ятăмăр. Вăхăт иртнĕ май, пĕве хĕрринчи хырлăха лартассине те 1975 çулта манăнах йĕркелемелле пулчĕ.

2007 çулхи утă уйăхĕнчи пĕр ир пĕве хĕррине çитсе курма кăмăл çуралчĕ. Алла вăлта ил-тĕм. Шыв хĕррине çитрĕм кăна, ман пата иккĕн пырса та тăчĕç. Хăйсем вырăсла калаçаççĕ.

— Кунта пулă тытма юрамасть, тасал кунтан. Унсăрăн вăлтуна туртса илетпĕр, хăвна шыва перетпĕр, — теççĕ.

Кăмăлăм хуçăлчĕ. Хам пĕвелеттернĕ, таврари йывăçсене хам ларттарнă пĕвере вăлтапа та пулă тытма юрамасть иккен манăн. Ак, ăçта çитсе тухрăмăр??!

Яла таврăнсан тин пĕлтĕм, пĕвене А. Анисимов тара илнĕ иккен. Унăн шакăрчисем мана пĕве хĕрринчен хăваласа янă. Кулăшла пулса тухать. Ял çумĕнчи аллă çул маларах çĕкленĕ, район халăхĕ савăнмалли пĕве уйрăм çын аллине куçнă. Халĕ ĕнтĕ Анисимов шыв хĕррине пырса ларать те вăлтисене шыва перет, пулă тытать. Сала халăхĕ вăл пулла ăнтарнине пăхса тăрать. Мĕншĕн тесен вĕсен ку пĕвери пулла тытма ирĕк çук.

Пурне те шухăшлаттаракан ыйту. Кун пирки район тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тĕплĕн шутласа пăхмалла. Район территорийĕнчи мĕн пур пысăк пĕвесене эпир уйрăм çын аллине парсан (ун пекки пĕр çирĕм пĕве), “хуçасем” вĕсене Шăпăрлăварти пек типпе хăварсан, мĕн пулĕ?

Трак тăрăхĕ çырма-çатраллă. Пĕр Васнар уйĕнче кăна ватăсем çĕр те виçĕ çырма пуррине палăртнă. Вĕсем кашниех çăл куçлă. Пулă çитĕнтерме пысăк пĕве кирлĕ мар, унта шывĕ кăна улшăнса тăтăр. Апла пулсан мĕншĕн хăвна ятăн пĕве тытса пулă çитĕнтерес мар? Иртнĕ çул пирĕн районта икĕ çĕнĕ пĕве çурални паллă: пĕри — Васнар уйĕнчи Çут уй çырминче, тепри — Ямайкасси çырминче. Тавах, ырă кăмăллă çынсем пĕтмен иккен пирĕн районта. Шыв вăл — çут çанталăкăн иксĕлми пуянлăхĕ. Çакна яланлăхах асра тытар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика