13 января 2009 г.
Пысăк Чуллăри Василий Григорьев — çут çанталăк тусĕ. Ку таранччен вăл 400 ытла йăмра, улма-çырла йывăççисем çĕршер лартса чĕртнĕ. Унчченхи “Звезда” хуçалăхра икĕ сад пахчи йĕркеленĕ, халĕ “Новая силăра” çакнашкал сад хывас енĕпе ĕçлет. Йывăçсем лартса ÿстересси унăн чун туртăмĕ пулса тăрать.
Çĕнĕ çул умĕн райцентрти пасарта унпа курса калаçма тÿр килчĕ. Сад ăсти пулнă тата килти хушма хуçалăхра кайăк-кĕшĕк усранă май, вăл пан улми тата хур ашĕ сĕнетчĕ. Пысăк уява çынсене тивĕçлипе кĕтсе илме пулăшас тесех ĕнтĕ.
Василий Петрович 9 çул каялла тивĕçлĕ канăва тухнă. Пенсире тесе, килте алла усса лармасть: выльăх-чĕрлĕх, хурт-хăмăр çемйисене, кайăк-кĕшĕк пăхать, сад-пахчара ĕçлет тата ытти те. Хăй каланă тăрăх, килти хушма хуçалăхра вĕсем икĕ ĕнепе хĕл каçмалли икĕ пăру, сысна, чăх-чĕп, хурсем, хурт-хăмăр усраççĕ. Садĕнче, унăн лаптăкĕ 20 сотăйран кая мар, улмуççисемпе грушăсем, сливăсем, çимĕç кÿрекен ытти йывăçсем нумай. Вĕсен хушшинче иçĕм çырли те пур. Йĕке хÿре çулĕнче сад улма-çырла тĕлĕшĕнчен тулăх пулнă. Вĕлле хурчĕсен тухăçлăхĕ пирки те ÿпкелешмелле мар: пылне 6 бидон ытла юхтарнă. Çак сиплĕ паха продукцие Ульяновск хулинче пурăнакан кĕçĕн ывăлне парса ярса вырнаçтарнă. Хурт-хăмăрсене хĕл каçма хатĕрлесе лартнă: çуллахи вĕллесене пахчари ултă кĕтеслĕ мунчана кĕртсе лартнă, хĕллехисем пахчарах, вĕсене те лайăх хупласа хунă.
— Пĕлетĕр-и, — ыйтуллăн пăхрĕ ман çине ветеран, — райхаçатăн пĕр номерĕнче Янкасри Николай Ершов кăçалхи декабрĕн 10-мĕшĕнче хурăнсем лартса хăварчĕ, тесе çырнăччĕ. Эпĕ вара декабрĕн 12-мĕшĕнче “Новая сила” хуçалăхăн пулас садне 12 улмуççипе 20 тĕм хура слива кайса лартрăм, вĕсен тунисене шăшисем кăшласран тăпрапа купаларăм, тавралла армутипе чĕркесе çыхрăм. Кĕçĕн Чуллă сачĕ, 2005 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче хывнăскер, халь чылай пысăкланчĕ. Унта çимĕç йывăççисем — 700 ытла. Кăçал кăна тепĕр 200 чие çырли вырăн тупрĕ кунта. Çимĕç йывăççисен калчисене ÿстерме питомник та пур. Вăл пĕчĕк мар. Кĕркуннепе, акă, кунта пĕрер йăран грушăпа пан улми, чие çырли вăррисем акса хăвартăм, ремонтантнăй хăмла çырли 60 тĕм лартрăм. Çуркунне 150 улмуççи сыпрăм, килес çул тепĕр çавăн чухлĕ… Тĕрĕссипе, 2012 çулта сыпса пĕтермелле…
Чипер пахалăхлă сад ÿстерес тесех ĕнтĕ Василий Петрович Челябинскри “Садпа пахча” наукăпа производство пĕрлешĕвĕнчен кăçал ремонтантнăй хăмла çырли — 60 тĕм, грушăсемпе Çĕпĕр улмуççийĕсем çырăнса илсе лартнă. Кунти йывăçсемпе калчасене тăрăшсах пăхать вăл. Улмуççи тавралли çĕре кăпкалатсах тăрать. Питомникĕнче те ĕç чылай: вăрăсем шăтса тухсан çум курăксене çумлать, калчасене куçарса лартать, кăпкалатать. Çав вăхăтрах хăй тăрăшса лартса ÿстернĕ унчченхи “Звезда” хуçалăхăн сачĕсемпе те интересленсех тăрать.
— Икĕ хутчен çитсе куртăм унта. Малтанхинче, июль вĕçĕнче пулсан хĕпĕртенĕччĕ. Улма-çырла йывăççисем çинче çимĕçĕ самаяхчĕ. Иçĕм çырли те савăнтарчĕ. Тепрехинче сентябрьте пултăм. Ун чух улма-çырла йывăçĕсен турачĕсене чĕре-чĕре антарнăччĕ. Çавăнпа та кăмăл хуçăлчĕ, — хăй пăшăрханнине пытармарĕ Василий Петрович.
В. Григорьев — ларма-тăма пĕлмен çын. Кунĕпех ĕçре, хусканура вăл.
— Ĕçлесен, тăтăшах хусканура пулсан, сывлăх та пулать, хăвна та лайăх туятăн, — кăмăллăн калаçать çут çанталăк тусĕ.
Тĕрĕсех калать Василий Петрович, унпа килĕшмеллех.