13 января 2009 г.
Вырăс чĕлхипе тата литературипе иртнĕ эрне кашнин асĕнчех юлчĕ. 5-мĕш класра “Вырăс чĕлхине юратса вĕренер” девизпа “Асамлă сас паллисем” ятлă урок иртрĕ. 6-мĕш класра йĕркеленĕ литература каçĕнче К. Егорова, С. Платонов, А. Андреев, И. Леонтьева, Е. Васильева палăрчĕç.
5—11-мĕш классенче йĕркеленĕ викторинăсене пурте хутшăнчĕç. 9—11-мĕш классенче ирттернĕ лингвистика аукционĕнче А. Илларионовпа Л. Егорова çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.