13 января 2009 г.
Шкул пурнăçĕ нумай енлĕ: мĕнле кăна мероприяти иртмест-ши унта? Акă Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнчи çамрăк корреспондентсем хыпарлаççĕ.
Пирĕн шкулта вырăссен аслă поэчĕн А. С. Пушкинăн юмахĕсем тăрăх ăсталанă теттесен конкурсĕ иртрĕ. Жюри членĕсем С. Ивановăн, Г. Быковăн (1-мĕш кл.), Э. Гавриловăн (4-мĕш кл.), Н. Степанован, М. Гаврилован (5-мĕш кл.) К. Афанасьеван ĕçĕсене лайăх енчен палăртрĕç. М. Матюшин (7-мĕш кл.) пурин кăмăлне те каякан ылтăн автан ăсталанă, Е. Яковлева (4-мĕш кл.) патшан пуç кăшăлне (корона) туса хатĕрленĕ. Теттесен выставки пурин кăмăлне те кайрĕ.