АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыравçăпа — тĕл пулу

13 января 2009 г.

 

Чатукасси вăтам шкулĕнче тăтăшах асра юлакан, кăмăла каякан мероприятисем ирттереççĕ.

Кĕнеке — пирĕн тус. Кĕнеке нумай вулаканăн ăс-тăн çивĕчленет, тавракурăм анлăланать, шухăш-кăмăл пуянланать. Акă манăн алăра Ордем Галин (Галина Николаевна Васильева) “Калаçу” хайлавĕ. Туслăх, ырă кăмăл, пĕр-пĕрне каçарма пĕлни — унăн тĕп шăнăрĕ. Хайлав мана шухăша ячĕ, ырă туйăм çуратрĕ. Кунта ама çурри амăшĕн вăйлă сăнарне палăртнă автор. Хайлав çăмăл чĕлхепе вуланать. Сюжет аталанăвне илес пулсан амăшĕпе хĕрĕ хушшинчи çирĕп туслăха кăтартса панă. 15 çулхи хĕрĕ амăшне чи малтанхи çепĕç те ăшă, ачаш юрату туйăмĕсене уçса парать. Амăшĕ те пирвайхи юрату туйăмĕсене куççуль витĕр аса илет. Çак вĕри туйăм вĕсене иккĕшне те тачăрах пĕрлештерет.

Çын пурнăçĕнче ачалăх чи ырă самант. Ачасене пăхса çитĕнтересси çине ку хайлавра Ордем Гали ваттисен куçĕпе пăхать, хăй шухăшне пĕтĕмлетсе ачасен ăс-тăнĕ патне çитерме тăрăшать.

* * *

Шкулта паллă çынсемпе тĕл пуласси — ырă йăлара. Пирĕн патăрта “Ял пурнăçĕ” хаçат журналисчĕ Г. Л. Ефимов-Тусли (ÿкерчĕкре хăнара пулчĕ, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, ачасен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ).

* * *

Шкулти 5— 10-мĕш классенче кĕнекене халалласа литература каçĕ иртрĕ. Чи малтан пирĕн шкулăн хаклă хăнин — Ордем Гали çыравçăн “Десять Аниных секретов” кĕнекине презентацилерĕç. Тепĕр урокра вара кашни ача хăй юратнă кĕнекипе паллаштарчĕ. Унта шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ З. В. Владимирова, шкул библиотекарĕ А. Н. Григорьева, чăваш чĕлхи учителĕ С. Г. Иванова паха сĕнÿсемпе тухса калаçрĕç.

Хăйă çутипе илемлетнĕ сĕтелсем хушшинче ларса хамăра чăн-чăн юмахри евĕрех туйрăмăр.

* * *

Кĕнеке эрнинче шкул библиотекарĕ А. Н. Григорьева кĕнеке пĕлтерĕшĕ çинчен каласа пачĕ. Лайăх вĕренекенсене кĕнекесем парса чысларĕç. Ачасем те педагогсене ырă сăмахсем каласа кĕнекесем парнелерĕç. Çак ырă акци пурне те килĕшрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика