13 января 2009 г.
Хыçа юлнă çултан республикăри çыравçăсен икĕ союзĕ, иккĕшĕн хушшинче 1991 çултанпа пыракан хирĕç тăруран хăтăлса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме пулаççĕ. Икĕ организаци пулса кайни вăл çĕр-шывра пĕр вăхăтра пăтравлă самана хуçаланнипе çыхăннă. Ун чухне Раççей çыравçисен Союзĕ те, регионсенчи пекех, пайланчĕ. Чăваш Республикинче çыравçăсен икĕ организацийĕ пулса кайни, вĕсен председателĕсем Михаил Юхмапа Иван Вутлан пĕлтернĕ тăрăх, (пĕри — республикăри çыравçăсен, тепри — республикăри çыравçăсен профессиллĕ союзĕн) унчченхи кивĕ союзăн политикипе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çураçуллă пулманнинчен килнĕ. Тата тепĕр чухне вĕсем харпăр хăй ыйтăвĕсене мала хунипе те çыхăннă. Чиновниксем енчен те çак хирĕç тăрăва пур енлĕн хаклама тăрăшман. “Обществăна вăл е ку енĕпе темиçе пая пайламасăр, пĕр тан ĕçлесе пырсан, — пирĕн пайламалли нимĕн те çук, эпир пурте республикăри культурăна аталантарассишĕн ĕçлесен, хирĕçÿсем пулмĕç”, — ăнлантараççĕ паллă перо ăстисем.
Çавăнпа та Культура министерстви икĕ организацине те уйăрнă пурлăхпа пĕрле усă курасси пирки калаçса татăлма сĕннĕ. Унăн кăтартăвĕсем — пĕрле ирттерекен мероприятисем. Акă, ноябрĕн 28-мĕшĕнче Мускаври М. Шолохов ячĕлллĕ Тĕп библиотекăра, “Нарспи” поэмăна çырнăранпа 100 çул тултарнă май, чăваш литературин уявĕ иртнĕ. Çакнашкал мероприятие Чĕмпĕр облаçĕнче те йĕркелеме палăртаççĕ.
— Пирĕн çыхăну вăл иртнĕ çулхи апрель уйăхĕнченех пуçланчĕ, — теççĕ Михаил Николаевичпа Иван Дмитриевич. — Министерство сĕнĕвĕччен темиçе уйăх маларах пуçласа çырма тытăннисемпе пĕрле кĕнекесен презентацийĕсене ирттертĕмĕр. Пĕрле яланах лайăх пулать. Халăхра ахальтен каламан, ăс — лайăх, иккĕ — татах лайăхрах, тенĕ.
Хальлĕхе икĕ союз пĕрлешесси пирки сăмах пымасть-ха. Ку малашлăхра пулассине икĕ председателĕ те хирĕçлемеççĕ.