13 января 2009 г.
Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чатукасси ял тăрăхĕнче (вăл вĕрентÿпе культура центрĕ туса хурассипе тата килти хушма хуçалăхпа хуçалăхăн пĕчĕк формисене аталантарассипе никĕсли (базăлли) пулса тăрать) районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ.
Унта хутшăннисем чи малтанах Çавалçырмана çитрĕç. Ку ялти чылайранпах пушă ларакан витене илсе, Степанов уйрăм предприяти йĕркеленĕ. Халĕ кунта мăйракаллă шултра 40 пуç выльăх усраççĕ, çав шутра ĕнесем те пур. Апат тивĕçет: утă та, сенаж та хатĕрленĕ. Мал ĕмĕтлĕ хастарсем выльăх йышне 100 пуçа çитерес тĕллевпе вăй хураççĕ. Предприяти 2007 çулта халăхран — 1,7 миллион, 2008 çулта 2 миллион тенкĕлĕх сĕт пухнă. 100 гектар çĕр илнĕ, ăна пĕтĕмпех сухаласа хăварнă. Кунсăр пуçне ĕç-пуçа лайăхлатма кредитсем илнĕ. Лизинг мелĕпе кустăрмаллă трактор туяннă. Предприятин çавăн пекех сĕт тата груз турттармалли пĕрер автомашина, косилка пур. Фермăра вăй хуракан В. Кураков, В. Степанов тата А. Иванов ĕçлес кăмăл пысăккине пĕлтерчĕç. “Маттур” теес килет вĕсене. Ĕçлекене — хисеп. Çапах ку тăрăхри ялсенчи ытти витесенче “çил ачисем вăй выляççĕ”. Тен, çавалçырмасен тĕслĕхне вĕсенчи çамрăксем алла илĕç. Тем пекехчĕ.
Унтан çул Çĕнĕ Выççăлккăна выртрĕ. Çак ялти 48 килте халĕ 49 çын пурăнать. Васильевсен капăр çурчĕ умĕнче чарăнтăмăр. Чăннипех илемлĕ. Кил хуçисем — ырă кăмăллă, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса Чатукассинче лартнă палăкпа кану центрне юсама 154 пин тенкĕ уйăрса пулăшнă. Çакăн пек çынсем ытларах пулинччĕ çăмăл мар ку тапхăрта. Пĕчĕк ял та çĕнелет мар-и-ха? Авă, Черновсем икĕ хутлă çурт çĕклеççĕ. Каярахпа çак ял старостипе Г. Гурьевпа курнăçрăмăр, ял малашлăхĕшĕн çине тăракан çын вăл. Юрласа-ташласа та тĕлĕнтерчĕ.
Семинара пынисем малалла чăвашсен паллă композиторĕн Ф. Лукинăн Чатукассинчи халăх музейĕнче пулса курчĕç. Паллă ентеше, СССР Патшалăх премийĕн лауреатне, Раççей халăх артистне, Чăваш тата Дагестан АССРĕсен искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченне сума суса 1997 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче уçнă ăна. Халĕ кунта 5 пин ытла экспонат упранать. Вĕсемпе тата музей ĕçĕ-хĕлĕпе унăн çĕнĕ директорĕ Н. Лукина тĕплĕн паллаштарчĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем Чатукассинчи тĕслĕх библиотекăна та (заведующийĕ И. Ефремова) кĕрсе курчĕç.
Семинар-канашлу хăйĕн ĕçне кану центрĕн залĕнче малалла тăсрĕ. 1975 çулта хуçалăх вăйĕпе тунă çуртăн залне 2008 çулта 180 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçласа илем кĕртнĕ. Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. В. Михайлов ĕçтешĕсене хăйсен енчи ĕç-пуçпа паллаштарчĕ. Унччен таврара ячĕ кĕрлесе тăнă “Герой” хуçалăх çук халĕ. Çĕрсен ытларах пайне тулли мар яваплă “Таябинка” Агрофирма” акса-лартса тăвать. 2009 çулта, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче, вăл тата 300 гектар çĕрпе усă курма пуçăнмалла. “Таябинкăна” усă курма чатукассисем çавăн пекех гараж, аркăллă склад, мастерской, КЗС, çĕр улми хранилищи, тырă упрамалли склад панă. “Урожай” кооператив кишĕр çитĕнтерессипе ĕçлет. Игнатьев (кĕçĕншетмĕсем) 20 гектар çинче тырă акса тăвать. Геннадий Валентинович 2009 çулта ку тăрăхра тата тепĕр кооператив уçасса пĕлтерчĕ. Тĕп усадьбăра вара вĕрентÿпе культура центрĕ йĕркеленет. Кунта кану центрĕ, Ф. Лукин халăх музейĕ, тĕслĕх библиотека, шкул, лавкка, ял тăрăхĕн администрацийĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ, ветерансен çурчĕ вырнаçнă. Чатукассисем районта пулакан культурăлла пур мероприятине тенĕ пекех хутшăнаççĕ. Ф. Лукин композитор ячĕпе иртекеннисене вара республикăри паллă юрăçсем те килеççĕ. Кану центрĕнче шăмат кунсерен пулакан ташă каçĕсене çамрăксем çывăхри ялсенчен кăна мар, район центрĕпе Шупашкартан та пухăнаççĕ. Çамрăксен канашĕ те тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. Акă, Кăшарнире часавай çывăхĕнче пăр касса шыва кĕреççĕ. Ю. Лукин, Н. Артемьев предпринимательсем ыр кăмăллăхпа палăраççĕ, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме пулăшу кÿреççĕ. Ку тăрăхри 3 пĕвене уйрăм çынсене арендăна панă, вĕсенче пулă ĕрчетеççĕ.
Семинарта çавăн пекех Ф. Лукин композиторăн халăх музейĕн директорĕ Н. Лукина, Чатукассинчи кану центрĕн директорĕ, ял старости В. Егоров (Виталий Александрович кану центрне ватти-вĕттипе пĕрлех вăй питтисем те çÿренине, кунта теннисла выляма 3 сĕтел пуррине, хăйсем шкулпа, ветерансен çурчĕпе тачă çыхăнса вăй хунине, “Тимлĕх” клубпа 9 кружок ĕçленине, илемлĕх ертÿçи В. Николаева çак тытăмра 30 çул ытла тимлесе пуян опыт пухнине, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Матвеев вĕрентсе-пулăшса пынине, кăçал ку тăрăхра 10 ача çуралнине пĕлтерчĕ), Н. М. Матвеев, фермер хресчен хуçалăхĕн ертÿçи О. Волков, милицин участокри уполномоченнăйĕ А. Головин тухса каларĕç.
Семинар-канашлăва район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ В. Иванов пĕтĕмлетрĕ, ĕçтешĕсен чатукассисенчен те вĕренмелли пураххине çирĕплетрĕ.
Юлашкинчен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем Чатукассинчи кану центрĕнчи “Телей” ансамбль концертне пăхрĕç. Вĕсене Марина Ефимова пĕчĕк юрăç, Нина Кудряшова, Галина Егорова, Геннадий Гурьев юрлани те килĕшрĕ.