31 декабря 2008 г.
Уйăхсерен ирттерекен информаци кунĕ — питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти. Çав кун республикăран килнĕ яваплă çынсем, район пуçлăхĕ, райадминистрацин пай ертÿçисем вырăнти халăхпа тĕл пулаççĕ.
Пуçлăхсен сăмахĕсене, шантарăвĕсене, çĕнĕ хыпарĕсене илтме пурне те кăмăллă. Хăй вăхăтĕнче эпĕ хам та информаци ушкăнĕн ертÿçи пулнă. Вăл вăхăтра çак ĕçе эпĕ пур чухне те тивĕçлипе хакламан та пулĕ. Халĕ вара, тивĕçлĕ канура пулнă май, эпир, ватăсем, республикăпа район шайĕнчи яваплă çынсемпе сайра хутра кăна тĕл пулатпăр. Мĕншĕн тесен информаци ушкăнĕн тĕл пулăвĕсене ĕç коллективĕсенче кăна йĕркелеççĕ. Юлашки çулсенче вара вĕсенче вăй хуракансен йышĕ чакса пырать. Çĕнĕ хыпарсене пĕлме вырăнти радио эфира тухмасть, районти “Ял пурнăçĕ” хаçата вара пурте те çырăнса илмеççĕ. Информаци кунĕ вăл — пĕтĕм халăх валли. Ман шутпа, ăна кварталта пĕрре вырăнти халăха пухса район центрĕнче ирттермелле, пуçлăхсен халăхпа тĕл пулассине ĕç кунĕ вĕçленнĕ хыççăн йĕркелемелле. Район центрĕнче паян Трак енри мĕн пур çынсен 1Ĕ4 пайĕ пурăнать, вĕсенчен чылайăшĕ — тивĕçлĕ канури çынсем.