31 декабря 2008 г.
Карайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 3-мĕш класра вĕренекенсемпе тĕл пултăм, вĕсене “Çывхаракан Вăкăр çулне эсир мĕнле кĕтсе илме ĕмĕтленетĕр?” ыйту çине хуравлама ыйтрăм. Ачасем çакăн пек хуравсем пачĕç.
КАТЯ. Çĕнĕ çул уявне эпĕ савăнăçлă ирттерме ĕмĕтленетĕп. Халĕ килте атте лартнă чăрăш пире хăйĕн йĕкелĕсемпе савăнтарать. Паян эпир ăна теттесемпе илемлетрĕмĕр, гирляндăсем çакрăмăр. Тăррине хĕрлĕ çăлтăр лартăпăр. Аннепе асанне апат-çимĕç, тĕрлĕ кукăль-çăмах хатĕрлĕç. Сĕтел хушшине ларакан хăнасене уяв ячĕпе торт та кĕтĕ.
ДИМА. Эпĕ хам çуралнă куна мĕнле кĕтетĕп. Çĕнĕ çула та çавăн пекех. Анне тутлă апат-çимĕç пĕçерĕ. Таня аппа тĕрлĕрен салатсем туса пулăшĕ. Атте лавккара е пасарта чăрăш туянĕ (Чĕрĕ чăрăшсене касма эпĕ питĕ шеллетĕп). Эпир ăна илемлетме теттесем тахçанах хатĕрленĕ.
КАРИНА. Эпĕ Çĕнĕ çул уявĕнче чăн-чăн Хĕл Мучипе Юр пикене курма ĕмĕтленетĕп. Пÿртри чăрăш айне хурса хăварнă парнесене кĕтетĕп. Çĕнĕ çула хамăр çемьепе кĕтсе илĕпĕр. Сĕтел тавра ларăпăр, хăналанăпăр. Чăрăш тавра юрăсем юрласа çаврăнăпăр. Никита шăллăмпа сăвăсем калăпăр, вăйăсем выльăпăр. Урама тухсан атте салют парĕ.
ВИКТОРИЯ. Хĕллехи уявсенчен мана ытларах Çĕнĕ çула кĕтсе илни килĕшет. Эпир пÿрт умĕнче ÿсекен чăрăша тĕрлĕ теттесемпе илемлетнĕ те ĕнтĕ. Çĕнĕ çул каç çак капăр елка тавра юрăсем юрлăпăр, ташлăпăр, тĕрлĕ вăйăсем вылăпăр. Стена хаçачĕсен конкурсне хутшăнса елкăри ачасен кăмăлне хăпартма эпир аннепе иксĕмĕр хаçатăн художникĕ пултăмăр. Паллах, эпĕ аннене уяв сĕтелне хатĕрлеме пулăшăп.
НАДЯ. Эпĕ Çĕнĕ çул уявне малтан шкулта тус-тантăшсемпе елкăра уявласшăн, раштавăн 31-мĕшĕнче вара килте ирттерме ĕмĕтленетĕп. Манăн тантăшсем бал-маскарада хутшăнма тĕрлĕ костюмсем хатĕрлерĕç. Паллăп-ши эпĕ вĕсене? Хĕл Мучипе Юр пикене сăвăсем каласа панă чух сассисенчен уйăрăпах ĕнтĕ. Эпĕ хамăр класа илемлетме “Тетте” журналта кăтартнă теттесене хатĕрлерĕм.
ТОНЯ. Эпĕ килте асаннепе пурăнатăп. Çĕнĕ çула кĕтсе илме Таня аппапа, аттепе аннене кĕтетĕп. Уяв сĕтелне тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлĕпĕр, вĕрентекенсене, тус-тантăшсене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, тăвансене ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.
ЛЕНА. Вăкăр çулĕнче эпĕ “4” тата “5” паллăсемпе вĕренесшĕн. Çĕнĕ çул умĕн классене илемлетнĕ. Конкурсра пирĕн класс çĕнтерессе шанатăп. Коридорта А. С. Пушкинăн юмахĕсенчи “персонажсем” елка теттисем пулса тăнă. Ачасем пекех, конкурса хутшăнса эпĕ те “асамлă тĕкĕр” (“куç кĕски”) турăм. Тантăшсем ун çине пăхса елкăра кăна мар, пĕтĕм 2009 çул тăршшĕпех кăмăллăрах, савăнăçлăрах, хаваслăрах, илемлĕрех, илĕртÿллĕрех пулччăр тетĕп. Тата эпĕ Хĕл Мучипе Юр пике патне çыру та çыртăм.