АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрла, тăван...

31 декабря 2008 г.

 

(Районти халăх пултарулăх çуртĕнче иртнĕ районти фолькористсен иккĕмĕш фестивалĕнчен)

Чăваш халăхĕн йăли-йĕрки ĕлĕкренех пуян. Унăн юрри-ташши, çăл куç шывĕ евĕр, иксĕлми. Туй, ниме, салтак юррисем тата ытти те. Вĕсене паян та халăхра шăрантараççĕ, илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсем сцена çинче халăх умне кăлараççĕ.

Фольклор çÿпçине чăннипех те сăн-сăпат кĕртессипе, татах пуянлатассипе ĕçлеççĕ те фольклористсем. Трак тăрăхĕнче хальлĕхе палăрнă тăватă ушкăн. Çав йышра çулĕсемпе чи асли — районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи, Н. Янкас премийĕн лауреачĕ ята тивĕçнĕ “Трак ен” халăх (илемлĕх ертÿçи Н. Никоноров) фольклор ушкăнĕ.

Ăна йĕркеленĕренпе кăçалхи раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче 16 çул çитрĕ.

Фольклор тĕнчинче Шывпуçĕнчи кану çуртĕнчи Н.Янкас премиллĕ “Кăйкăр” халăх фольклор ушкăнĕ (Л. Егорова) те палăрчĕ. Ку тăрăхра çитĕннисемпе ачасен ушкăнĕсем ĕçлеççĕ.

Пĕр виçĕ-тăватă çул каялла Чатукасси тăрăхĕнче те фольклористсен “Телей” ушкăнĕ ( В. Алексеева) чăмăртанчĕ. Ку коллектив та районти Н. Янкас премийĕн лауреачĕ пулса тăнă.

Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче те вăй илнĕччĕ фольклор ушкăнĕ. Шел, темле сăлтавпа, кăçалхи фестивале хутшăнаймарĕç вĕсем. Кăçал вара ачасен Упири кану çурчĕ çумĕнче чăмăртаннă фольклор ушкăнĕ ( Г. Борисова, В. Васильева) сцена çине тухрĕ.

Районти фольклористсен фестивалĕ пуçласа 2007 çулта пулнăччĕ. Хальхинче районти халăх пултарулăх çурчĕн сцени çине раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче фольклорăн чăн-чăн тусĕсем тухрĕç, зала та фольклорăн чăн-чăн тусĕсем пухăнчĕç.

Фольклористсен кăçалхи “Юрла, тăван…” ятпа пухăннă фестивальне “Трак ен”, “Кăйкăр” , “Телей” халăх фольклорĕсен коллективĕсем пуян программăпа илемлетрĕç. Чи малтан сцена çине чатукассисем тухрĕç. Валентина Алексеева баянне тăсса ячĕ те пуçне хушпу тăхăннă пилĕк çулхи Марина Ефимова “Аннене анне, тееççĕ” юрра шăрантарчĕ. Гена Гурьев пенсионер вара пухăннисене В. Адюков репертуарĕнчи “Сас паракан пулмарĕ” юрра çепĕççĕн парнелерĕ. Ку коллективри Нина Кудряшова юрăçăн сасси уçă, сăн-пичĕ илĕртÿллĕ. Унăн “Улăхмăттăм ту çине” юрри чун-чĕрене çывăх. Халăх та тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ ăна. Çавăн пекех коллективăн ытти юррисем те репертуарта çине-çине пулчĕç.

Шывпуç енчи “Кăйкăр” ушкăн та, район центрне килме-кайма çывăхах мар та, çав-çавах пĕчĕк ушкăнпа хутшăнчĕ. Чуракасси тăрăхĕнче мĕн ĕлĕкренех хушпу, çие хурталлă кĕпе тăхăннă. Халĕ те хушпу тата хурталлă кĕпе тăхăннă илемлĕ пит-куçлă хĕрарăмсем хут купăс сассипе “Айта, тăван, юрă пуçлар” юрăпа чĕрене хумхантарчĕç. Пĕчĕк ушкăнри ытти юрăсем те, фольклор темипе çыхăннисем, куракансене тивĕçтерчĕç. Çакна залра ларакансем тăвăллăн алă çупни те çирĕплетрĕ.

Çакна калани вырăнлă. Юлашки çулсенче Трак енре “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ, халăхра пухăннă юрă-кĕвве çынсем умне кăларассипе тата ăна татах та илемлĕрех содержаниллĕ тăвассипе, çынсене ăнланмалларах кăтартассипе сумлă тÿпе хывать. Творчество лаççи куллен тулса, пуянлансах пырать ку йышăн. Хамăр районта çеç мар, республикăра та, республика тулашĕнче те хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарать фольклор ушкăнĕ. Çакăнта, паллах, “Трак ен” халăх фольклорĕн илемлĕх ертÿçин, Çĕньял Чуракасси каччин — Николай Михайлович Никоноровăн тÿпи иксĕлми тесшĕн эпĕ.

Асăннă коллективри артистсем те, хуçи мĕнле тарçи çавнашкал тенĕ пек, халăх пуянлăхне — Трак тăрăхĕнчи мĕн ĕлĕкрен пуçтарăннă юрă-кĕвве сÿнме парас мар тесе, çанă тавăрсах ĕçлеççĕ.

Хальхинче те фестивале çĕнĕ программăпа хатĕрленсе тухрĕ коллектив. Репертуара параппанпа, шăпăрпа пуянлатнă.

Такăр çулпала пĕр старик килет,

Кукăр туйи çине таянса.

Пĕр кун кĕтрĕмĕр, ик кун кĕтрĕмĕр,

Твансем пире ĕçке чĕнессе….

Ян! янраттараççĕ юрра юрăпа ташă ăстисем. Малашне те çаплах пултăрччĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика