31 декабря 2008 г.
Пĕлетĕр-и эсир, Çĕрпÿ районĕнче Пĕчĕк Кăнаш ятлă ял пур. Утмăл киле яхăн унта. Çакăнта çуралнă та Рона Никандровна. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ ку тăрăхпа çыхăннă. Ашшĕ — лесник, амăшĕ тăван хуçалăхра вăй хунă. Çав тери тăрăшуллă çынсем пулнипе палăрнă.
— Аттепе анне халĕ те куç умĕнчех. Çынлăхпа ĕçченлĕхе хăнăхтарнă вĕсем. Эп вĕт Именкассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ. Ун хыççăн, кăмăл туртнипех пуль, Çĕрпÿри совхоз-техникумра пĕлÿ пухрăм. Кунти механизаци уйрăмĕнче вĕренме кăмăл турăм. Алла професси илнĕ хыççăн Красноармейскинчи “Сельхозтехникăра” инженер-нормировщикра, каярахпа инженер-комплектовщикра ĕçлерĕм. Тĕрĕссипе, ĕç биографийĕ маншăн 1975 çулта пуçăнчĕ, — аса илÿсен хумне путрĕ Рона Гаврилова. — Сире эпĕ мĕнле майпа Трак тăрăхне килсе çакланни те кăсăклантарать пулас?
Çырă, вăтам пÿ-силлĕ хĕрарăм тăруках сăмах чĕнмерĕ. Раштав сиввисем эрешленĕ чÿрече витĕр урамалла пăхрĕ. Автомашина кĕрлевĕн сасси хăлхана хупларĕ.
— Каçарăр-ха, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ — Владислав Яковлевич Григорьев ĕçлĕ хутсемпе Красноармейскинчен çитрĕ пулас… Ав, сăмса умĕнчех, “Ока” курăнчĕ. Кĕçех кĕтсе илĕпĕр ăна, — сăмахсене сыпăнтарчĕ хĕрарăм. — Хамăн мăшăрпа — Николайпа — Çĕрпÿри совхоз-техникумра паллашнă эпĕ.
Чун-чĕре туртăмĕпе килĕштерсех пĕрлешнĕ Пĕчĕк Кăнаш хĕр-упраçĕпе Çĕнĕ Йĕкĕт каччи. Ялта капмар çурт çавăрнă. Икĕ хутлă, кирпĕчрен. Паллах, тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулман вăл.
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть çав. Р. Гаврилована 1987 çулта Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн бухгалтер-экономисчĕ пулма шанаççĕ. Капла ĕçе çÿреме те çул кĕскелчĕ. Тата ачисене те, сăмах май, виçĕ хĕр те пĕр ывăла, пăхса çитĕнтермелле. Выльăх-чĕрлĕхĕ те картиш тулли-çке Гавриловсен. Упи тăрăхне куçсанах Чăваш ял хуçалăх институтĕнче кÿртĕм майпа вĕренсе тухать.
Р. Гаврилова икĕ çула яхăн — Упи ял тăрăхĕн администрацийĕн специалист- эксперчĕ. Çăмăлах мар халь лава туртма. Мĕншĕн тесен пурнăçĕ урăхларах халь. Укçи-тенкине тупмалла, çынсен социаллă пурнăç аталанăвĕшĕн çине тăмалла. Майсем шырамалла тата ытти те.
Раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче хисеплĕ çыннăмăр хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ. Çĕнĕ çулта ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сире, Рона Никандровна.