АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ йышпа — черетлĕ лару

31 декабря 2008 г.

 

Район пуçлăхĕн кăçалхи чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнчи 487-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе наркотике хирĕçле районти комисси йышне РФ наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслекен федераллă службăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Çĕнĕ Шупашкарти районсем хушшинчи пайĕн оперуполномоченнăйне, полици лейтенантне Н. С. Борова кĕртнĕ. Николай Сергеевич хутшăннипе раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче комиссин кăçалхи черетлĕ тăваттăмĕш ларăвĕ пулчĕ.

Комисси членĕсем кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн Карай ял тăрăхĕ халăх хушшинче ĕçкĕ-çикĕпе наркотиксенчен асăрхаттарас енĕпе мĕнле ĕçлесе пыни пирки ял тăрăхĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ О. В. Сергеева пĕлтернине итлерĕç. Ольга Владимировна палăртнă тăрăх, Карай енче наркотиксем çук, çапах та ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсем, алкоголь шĕвекĕсене вăрттăн сутакансем тупăнкаласах тăраççĕ. “Йывăррисен” списокне те 5 çемьене кĕртнĕ. Ял тăрăхĕнче унччен судпа айăпланнисем 7-ĕн, çемьере харкашу çĕклекенсем 6-ăн, эрех-сăра тăтăшах ĕçекенсем 5-ĕн пулни те вĕсемпе ĕçлессине татăклăн лайăхлатма хушать. Айăплисене профилактика канашĕнче пăхса тухаççĕ-ха, шел те, ларусене час-час пухманни (юлашки, ав, авăн уйăхĕнче пулнă) тÿнтер витĕм кÿрет. Ирĕклĕ халăх дружинин ĕçне те çĕнĕрен йĕркелесе яма вăхăт карайсен.

Ял тăрăхĕпе унăн активĕн кунпа пĕрлех çамрăксемпе ĕçлесси, вĕсен канăвне усăллă ирттерме майсем туса хурасси пирки те тĕплĕн шухăшласа пăхмалла, ку тĕлĕшпе çĕнĕ майсене палăртса пурнăçа кĕртмелле. Çырмапуçпе Сурăмхĕрринче культура вучахĕсен ĕçĕ сÿннипе, Карайри кану центрĕнче халĕ те директор çуккипе, кунта юлашки икĕ эрнере нимĕнле мероприяти те пулманнипе ял тăрăхĕн пуçлăхĕн В. И. Семеновăн та, кунти специалистсен те лăпланса ларма юрамасть. Хăш-пĕр çамрăксем, пушă вăхăта усăллă ирттерме май çуккипех-и, тен, йĕрке пăсас çул çине тăнă. Ав, кăçалхи 11 уйăхра та ял тăрăхĕн территорийĕнче 7 преступление шута илнĕ. Вырăнти шкул дирекцийĕпе педагогсен тата ашшĕ-амăшĕсен те вĕренекенсемпе ĕçлессине манăçа кăлармалла мар, вĕсене тĕрлĕ мероприятисене анлăн явăçтармалла.

Карайсене ĕçе лайăхлатма ларура комисси председателĕ, район пуçлăхĕ С. А. Николаев, комисси членĕсем Э. И. Петрова, Г. Н. Сушко, Т. В. Иванова тата районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ В. М. Козлов сĕнÿсем пачĕç.

Лару информацине шута илнĕ тата ял тăрăхĕн ĕçкĕ-çикĕпе наркотиксенчен асăрхаттарассипе çыхăннă ĕçне “вăтам” хак панă май, палăртнă çитменлĕхсене çывăх вăхăтрах пĕтерессипе татăклă мерăсем йышăнмаллине кăтартса хăварчĕ.

Ларура кунпа пĕрлех комиссин çитес çулхи I çур çулти ĕç планне те пăхса тухса çирĕплетрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика