31 декабря 2008 г.
Иртнĕ информаци кунне хутшăннă черетлĕ ушкăн (унта район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ В. Ю. Иванов, “Халăха социаллă пулăшу паракан Красноармейскинчи центр” республика патшалăх учрежденийĕн директорĕ А. П. Никитин, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Л. А. Киселев, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ И. А. Никифоров тата çак йĕркесен авторĕ кĕчĕç) Чатукасси ял тăрăхĕнче пулчĕ.
Пире ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Михайлов ĕç пÿлĕмĕнче кĕтсе илчĕ. Валерий Юрьевич информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсемпе тухса калаçрĕ. Унта Чатукасси ял администрацийĕн ĕçченĕсем, ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕсем, культура тытăмĕнче вăй хуракансем, почта çыхăну ĕçченĕсем хутшăннă.
Пирĕн çул вара Чатукассинчи ваттисен çуртне выртрĕ. Паянхи кун кунта 32 карчăкпа старик канлĕх тупнă. Пÿлĕмсенче çутă, таса та ăшă. Палăртнă вăхăта ватăсен пысăк пайĕ ваттисен çурчĕн иккĕмĕш хутне, хĕрлĕ кĕтесе, пуçтарăнчĕ. А. Никитин вĕсене “Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырупа тĕплĕн паллаштарчĕ. “Республикăра туса ирттерекен ырă ĕçсене палăртмасăр май çук, — терĕ Алексей Петрович. — Авă, палăртнă вăхăтра çут çанталăк газлĕ пултăмăр, кашни ял патне хытă сийлĕ çул çитрĕ, ĕçмелли таса шывпа малалла ĕçлетпĕр. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче чылай паха ĕç турăмăр. Çитес çула вара республика ертÿçи çĕр ĕçченне халалласшăн”.
Ырă улшăнусем кунти ваттисен çуртĕнче те пур. Халĕ ирсерен ватăсем физзарядкăна тухаççĕ. Пушă вăхăтра бильярдла, шашка-шахматла выляма, “Возрождение” хаçатпа паллашма май пур. Çĕнĕ çултан кунта “Чи лайăх, таса пÿлĕм” конкурс йĕркелесшĕн. Ватăсенчен нумайăшĕ кунта киличчен хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн ăста пулнă. Çывăх вăхăтра вĕсене алă ĕçĕпе тăрăшма майсем туса парасшăн. “Тĕнчери финанс кризисĕ пире те пырса тивĕ-ши?” Çапла ыйту пачĕ Крентейкассинчен килнĕ Г. Константинов. Ун çине Алексей Петрович тулли хурав пачĕ.
Çĕнĕ çула кĕриччен шутлă кунсем юлаççĕ. 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ЧР “Тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен” саккунне улшăнусем кĕреççĕ. Çавна май унчченхи çăмăллăхсене укçа çине куçарса параççĕ. Асăннă улшăнусем пирки чарăнса тăчĕ те социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Л. Киселев. “Укçин хисепĕ пысăк-и?” — ыйту пачĕ Л. Зорский ветеран. “Социаллă çăмăллăхлă çул çÿрев билетне халĕ 250 тенкĕпе туянатăр пулсан, сире çĕнĕ çултан ун вырăнне 345 тенкĕ укçа парĕç. Тыл ĕçченĕсем — 700, ĕç ветеранĕсем — 710, реабилитациленĕ çемьесем — 1775, политика репрессийĕсенче шар курнисем 1530 тенкĕ илĕç”, — терĕ Леонид Аркадьевич.
Çĕнĕ çула ăшшăн кĕтсе илме хатĕрленеççĕ кунта. Çавна май ватăсем Чатукассинчи кану центрĕн артисчĕсене, районти искусство шкулĕн музыка уйрăмĕн вĕренекенĕсене хăнана чĕннĕ, лешсем хапăл тусах килĕшнĕ.
Юлашкинчен пухăннисем умĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕ И. Никифоров тухса калаçрĕ.
— Чатукасси — районти чи лăпкă ял тăрăхĕсенчен пĕри, — терĕ Игорь Алексеевич. — Кăçал ку таранччен йĕркене пăснă 6 тĕслĕх регистрациленĕ, вĕсенчен виççĕшĕ ют çын пурлăхне хапсăннипе çыхăннă.
Эрех-сăрапа ашкăнма кирлĕ маррине палăртрĕ вăл. Акă пĕлтĕр пенси укçи илнĕ хыççăн ваттисен çуртĕнчи темиçе арçын ĕçке ярăннă, шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем асăрхаттарсан кăна йĕркене кĕме пултарнă вĕсем.