31 декабря 2008 г.
Шывпуç шкулĕнчи вĕренекенсем хăйсен пушă вăхăтне усăллă ирттереççĕ.
Пирĕн класра 6 хĕр ачапа 3 арçын ача. Кашниех тăрăшуллă та хастар. Класс ертÿçи Л. Егорова пулăшнипе тăтăшах тĕрлĕрен мероприятисем ирттеретпĕр. Вĕсенче эпир пушар тата çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ, тасалăхпа сывлăх çинчен калаçатпăр, тематикăллă ытти калаçусем, вăйă-конкурссем йĕркелетпĕр.
* * *
Вĕренÿ çулĕн 2-мĕш чĕрĕкĕ хыçа юлать. Çак тапхăрта эпир асра юлакан чылай мероприяти йĕркелерĕмĕр. Мана ытларах “Кĕркуннен çуралнă кунĕ”, “Кĕнеке — чи лайăх тус”, “Хаваслă сывлăх урокĕсем”, “Вырăс чĕлхине пĕлекенсем” класс сехечĕсем кăмăла кайрĕç. Вĕсенче вĕренекенсем пысăк активлăхпа палăрчĕç, вĕсене хатĕрленсе ирттернĕ чухне пĕри те аякра юлмарĕ.
* * *
“Хаваслă сывлăх урокĕсем” класс сехетне Н. Васильева (вăл Айболит рольне вылярĕ) ертсе пычĕ. Мероприяти 4 урокран тăчĕ. Вĕсем 15-шер минута пычĕç, уроксенче ачасем физкультура минучĕсем ирттерчĕç, тĕрлĕ хусканусем турĕç.
1-мĕш урокра вĕренекенсем тухтăрсене халалланă сăвăсем вуларĕç, 2-мĕшĕнче сăмах ачасен кун йĕрки пирки пычĕ. Кунтах хĕрсемпе каччăсем тĕрлĕ сценкăсем выляса кăтартрĕç. 3-мĕш урока пĕтĕмпех шкул ачин гигиенине халалланă. Юлашки урок вара ÿт-пĕве пиçĕхтерме вĕрентрĕ.
Класс сехечĕ “Сывлăх” темăпа хатĕрленĕ презентаципе вĕçленчĕ.
* * *
Пирĕн класра “Вырăс чĕлхине лайăх пĕлекенсем” брейн-ринг иртрĕ. Ачасем, виçĕ ушкăна пайланса, пĕр-пĕрин хушшинче тупăшрĕç, ыйтусене хуравларĕç. Çивĕч тупăшура А. Тимофеевапа У. Васильева çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.