АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асамлă юмахсем тавра

31 декабря 2008 г.

 

Кăçалхи раштавăн 8—12-мĕшĕсенче пирĕн республикăри библиотекăсем ачасемпе çамрăксем валли “Çĕнĕ çула — çĕнĕ кĕнекепе” III фестиваль ирттерчĕç. Ăна “Çемьепе вулатпăр” ятпа йĕркеленĕ.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак фестивале пирĕн районти ача-пăча библиотеки те тăрăшса хутшăнчĕ. Çавна май “Пĕрле вулама хаваслă”, “Манăн çемьен юратнă кĕнеки”, “Чи нумай вулакан çемье” номинацисемпе конкурссем ирттерчĕç.

Паллах, фестиваль вăхăтĕнче çамрăк вулакансем валли кĕнекесем парнелессипе çыхăннă акцисем те иртнĕ: “Ырă кĕнеке, ырă ĕç, ырă ят”, “Çамрăк çемьене — кĕнеке”, “Мĕн ачаранпах вулатпăр”.

Унсăр пуçне ачасем валли çыракан писательсемпе йĕркеленĕ тĕл пулусене те хаваспах хутшăннă. Чи асра юлни вара — тĕнчери нумай чĕлхепе асамлă юмахсем пичетлесе кăларнă Зиновья Васильевна Душковапа курнăçни пулчĕ. Вăл пирĕн района раштавăн 11-мĕшĕнче килчĕ. Тĕрĕссипе илсен, хамăрăн йăхташ тесе те калама пултаратпăр эпир ун пирки, мĕншĕн тесен тăван амăшĕ Чăваш Республикинчи Вăрмар районĕнчен-çке. Ачалăхне те унта ирттерме тивнĕ... Халĕ вара Мускавра пурăнать.

Пĕрремĕш хут курнăçакан çыравçăна чăваш музыка инструменчĕн — шăпăр кĕввипе, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Йĕри-тавра унăн кăçал Чăваш патшалăх кĕнеке издательствинче пичетленнĕ “Асамлă юмахсем” кĕнеки тăрăх шкул ачисем тунă ÿкерчĕксене вырнаçтарнă.

Хисеплĕ хăна кĕскен хăйĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Вăл 1953 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче Кăнтăр Молдавире — Гагаузире çуралнă. Асăнтăмăр ĕнтĕ, амăшĕ чăваш пулнă. Анчах та Зиновья пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă. Ăна Молдавири асламăшĕ воспитани панă. Вăл вилсен, 11 çулхи хĕр ачана Чăваш Енри тăванĕсем патне ăсатнă. Шупашкарта вăтам шкул пĕтерсен Молдавиех таврăнать. Университет хыççăн шкулсенче историе вĕрентет. Мĕн ачаран кĕнекесемпе туслă пулнăран, хăй те кĕнекесем çырма тытăнать. Çул çÿревсенче нумай пулать З. Душкова: Япони, Инди, Китай, Тибет, Монголи, Египет, Франци, Итали... Кашнинчех вăл çав çĕр-шывсен çыннисем хушшинчи пĕр евĕрлĕхе тĕпчет: Юрату, Илем, Ырăлăх, Ăслăлăх чĕлхисене тарăннăн ăнланать. Çавсем пулăшаççĕ те ăна тĕрлĕ кĕнекесем çырма. Нумай-нумай чĕлхепе унăн ку таранччен 50 кĕнеке тухнă. Çав шутра чăваш чĕлхипе те. Шăпах “Асамлă юмахсем” тавра пычĕ калаçу ку тĕл пулура.

Çыравçăпа тĕл пулма Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнчи В. Г. Павлова тата З. К. Ласкеева вĕрентекен 4-мĕш класри ачасем пынă. Тĕл пулăва педагогика ĕçĕн ветеранĕсем О. Ф. Соколовапа З. Г. Романова ертсе пычĕç. Вĕсемех З. В. Душкован “Пробуждение истока” ятлă вырăсла сăвă кĕнекинчи сыпăксене вуларĕç.

Ачасем çыравçăна чылай ыйтусем парса ăнланмалла хуравсем илчĕç. Уйрăмах вĕсене вăл юмахсем çырассипе епле майпа ăнăçлă ĕçлени кăсăклантарчĕ.

— Юмахсенчи геройсем сирĕн шанчăклă туссем шутланаççĕ. Асамлăха ĕненĕр. Вара юмахсем çăмăллăн пуçа кĕрсе юлаççĕ те пурнăçра пулăшса пыраççĕ. Çавăн чухне Ыррипе Усаллине те уйăрса илме хăнăхатăр, — акă мĕнле пĕтĕмлетÿ турĕ çыравçă. Хăйĕн кĕнекисене алă пусса парнелерĕ.

Тĕл пулура райцентрти ача-пăча библиотекин ертÿçи Л. Я. Волковапа шкул-гимнази библиотекарĕ А. К. Гаврилова хăнана чун-чĕререн тав туса ăшă сăмахсем каларĕç, парнесемпе чысларĕç.

Хамăр ентеш, чăваш çыравçи Николай Ершов Зиновья Душкова йăхташăмăра Ыр сунăм çырăвĕ тата хăйĕн сăвă кĕнекине пачĕ. Çавăн пекех ача-пăча библиотекине те кĕнекесем парнелерĕ.

Кăнтăрла иртсен, çакăн пек тĕл пулу аслă çулсенчи вулакансемпе иртрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика