АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçсем — ытларах

31 декабря 2008 г.

 

ЧР Президенчĕ 2008 çула Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Иртсе каякан çулталăкра ырă та паха ĕçсем ытларах тăвас тесе аслисемпе пĕрле Чатукассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем те чылай тăрăшрĕç.Ырă тăвакан ырмасть, теççĕ.

Шкулти тимур отрячĕсем пĕччен ватăсене, ĕçпе вăрçă ветеранĕсене пулăшу кÿрессине çĕнĕлле йĕркелерĕç. Хĕлле шур сухалсем пурăнакан кил картисене юртан тасатрĕç, вĕсене шыв кÿрсе пачĕç, çулла вара урамсене таса та тирпейлĕ тытас тесе тимлерĕç. Ачасем тăрăшнипех Чатукассинче чечексен паркĕ çу тăршшĕпех илем кÿрсе савăнтарчĕ. Вĕренекенсем иртнĕ вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăка та пăхса тăчĕç. Вĕсем çуркуннепе кĕркунне йывăç-тĕм лартас ĕçе те активлă хутшăнчĕç. 9-мĕш класри Михаил Яковлев пĕр пĕччен ял хыçĕнчи çырмара 230 тĕп йывăç лартса хăварчĕ. Ачасем Чатукассинчи ветерансен çуртĕнче те тăтăшах пулчĕç, кунти ватăсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Ырă ĕçсене малалла тăсасси — пирĕн тивĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика