31 декабря 2008 г.
Именкассинчи шкулта Ача амăшĕн кунне савăнăçлăн паллă тунă.
Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче Именкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула Ача амăшĕн кунне уявлама асаннесем пухăнчĕç. Вĕсене вĕренекенсем, педагогсем ăшшăн кĕтсе илчĕç. Ватăсене уяв ячĕпе чун-чĕререн саламларĕç, асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç, ачасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Асаннесене кунти вулавăш ертÿçи М. Васильева хапăл туса кĕтсе илчĕ. Ватăсем сĕтел хушшине вырнаçрĕç. Кĕçех М. Федорова педагог баянпа кăмăла каякан кĕвĕсем вылярĕ. Асаннесем мĕн пур кăмăлтан савăнчĕç.