31 декабря 2008 г.
Пĕтĕм тĕнчери этем правин кунне халалласа, Упири ятарлă шкулта “Этем прави” темăпа эрнелĕх иртрĕ.
Виçĕ отрядра вĕренекенсем “Право культурин никĕсĕсем”, “Ÿсекен ăрăвăн тĕп тивĕçĕсемпе прависем”, “Этем правин концепцийĕн аталанăвĕн тĕп тапхăрĕсем” темăсемпе информаци сехечĕсенче пулчĕç, ăс-хакăла, тавра курăма пуянлатмалли конкурссенче вăй виçрĕç, “Раççейĕн мухтавлă символĕсем” кинокартина тăрăх ыйтусемпе хуравсен каçне йĕркелерĕç.
Юлашкинчен вĕренекенсем çак тапхăрта “Я имею право” темăпа рефератсем çырчĕç. Комисси В. Фоминăн, М. Бусинăн, С. Андреевăн ĕçĕсене лайăх енчен хакларĕ.