31 декабря 2008 г.
Заметкăри сăмах — Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулти З. П. Михайлова çинчен.
Манăн юратнă учитель — З. П. Михайлова. Вăл райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Унăн кашни урокĕ интереслĕ. Çавăнпах вĕрентекенĕмĕре ачасем хисеплеççĕ те.
З. Михайлова, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренсе пĕтерсе, “чăваш чĕлхипе литература учителĕ” специальноçе алла илнĕ. Унтанпа тăван коллективра тăрăшать. Сăпайлă, кăмăллă педагог вăл. Кашни çынпа кирек епле лару-тăрура та пĕр чĕлхе тупма пултарать.
Зинаида Петровна, пушă вăхăт тупса, “Кăмăл” кружока ертсе пырать. Унăн занятийĕсене поэтсене, композиторсене чĕнеççĕ. Вĕсенче хамăр çырнă хайлавсене пăхса тухса сÿтсе яватпăр.
Юратнă учителе малашнехи çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçусем сунатăп.