31 декабря 2008 г.
Декабрĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕн никĕсĕ çинче “Çунакан чĕресем” ятпа вожатăйсен ăсталăхĕн республикăри конкурсĕн финалĕ иртнĕ.
“Вĕренекенсен хăй ты-тăмлăхĕн лидерĕ” номинацире аслă классенчи 19 ачаран (Улатăр хулипе районĕ, Канаш, Элĕк, Вăрнар, Куславкка, Красноармейски, Муркаш, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Етĕрне, Елчĕк районĕсенчен) 7-шĕ финала тухнă. Унта Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Наталья Иванова та хутшăннă. Вăл конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне, Ырă ĕçсен çулталăкне халалласа, социаллă проект хатĕрленĕ. Икĕ тапхăр кăтартăвĕсемпе Наташа виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ, ăна ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин дипломĕпе чысланă. Саламлатпăр.