31 декабря 2008 г.
Декабрĕн 20-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕнче ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ артистне В. Петрова халалласа çамрăк юрăçсен конкурсĕ иртрĕ. Ăмăртăва Л. Е. Никитина, И. Н. Михайлова педагогсем хатĕрленĕ.
“Хăвăн çăлтăрна çут” ятлă конкурсра Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнчи 20 вĕренекен тупăшрĕ. Жюри членĕсем çивĕч кĕрешÿре “Чи илемлĕ юрлакан” ята Таня Козловăна, Дима Соколова, Андрей Андреева пачĕç. Куракансем Катя Козлова юрланине те кăмăлларĕç. Халăх инструменчĕсем çинче вылякан ачасем хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç, пурте парнене тивĕçрĕç. Çамрăк талантсене паллă ентеш-юрăçăн мăшăрĕ Лидия Петрова саламланă.
2009 çулхи январĕн 4-мĕшĕнче В. Петровăн юбилейĕ. Çав кун Кĕçĕн Шетмĕре пысăк уяв иртмелле. Пирĕн пата Шупашкартан паллă юрăçсем килмелле. Ентеше халалланă “Три струны” кĕнеке презентацийĕ иртмелле. Авторĕ — хамăр ентеш, Александр Яковлев. Çав кунах çамрăк вокалистсен конкурсĕ иртет. Сире пурне те уява чĕнетпĕр.