АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Именкассинче — райхаçат кунĕнче

31 декабря 2008 г.

 

Именкассинчи çыхăну уйрăмне — раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче çынсем йышлă пухăнчĕç. Ирхине тăхăр сехетре районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн кунне йыхравланă вĕсене. Ушкăнра ватти-вĕттипех пур.

Сăмах май, ку уявăн тепĕр сăлтавĕ те юнашарах. Асăннă çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Людмила Николаевна Николаева анчахрах 55 çул тултарнă.

Малтанах çакна калани вырăнлă. Именкасси тăрăхĕнчи ялсенче район хыпарçине юратса вулаççĕ. Çавăнпах-и, тен, ăна çырăнса илекенсен йышĕ чакмасть, куç умĕнчех ÿсет.

— Пирĕн пысăках мар йышра виçĕ почтальонка вăй хурать. Паллаштарам: Светлана Владимирова, Светлана Тукмакова тата Татьяна Владимирова вĕсем. Кашниех шанса панă ĕçе чун-чĕререн парăннă. Кашнинех хастарлăхĕ иксĕлми. Мухтанатăп хĕрарăмсемпе, — хăй калассине пĕлтерчĕ Людмила Николаевна. — 2009 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн район хаçатне кăна малтанхинчен 12 экземпляр ытла сарма пултартăмăр.

Пĕтĕмпе çичĕ ялта пурăнакансене хаçат-журналпа тата ытти çăмăллăхсемпе тивĕçтереççĕ. Çав шута Именкасси, Чумаш, Шурка, Çурткасси, Йÿçкассипе Крентейкасси тата Хусакасси ялĕсем кĕреççĕ. Çаврăнмалăх, утмалăх пур яра куна.

Акă, Именкасси участокĕпе çирĕплетнĕ Светлана Николаевна почтальонка ялти Валентинăпа Вячеслав Семеновсене — ветеран-вĕрентекенсене, Владислав Осипов предпринимателе, Ольга Арманова шкул директорне чăннипех те хаçат тусĕсем вырăнне хурать.

Светлана Алексеевна Тукмакова почтальонка Крентейкасси тăрăхĕнче çырăнтару ĕçĕ иртнипе кăмăллă. Хаçат-журнал вулакансен йышĕнче — Георгий Яковлев, Валентина Григорьева, Петр Павлов тата ыттисем те. Татьяна Васильевна — вырăс хĕрарăмĕ. Çурткассине Калуга облаçĕнчен качча килнĕ. Ку тăрăхра 26-мĕш çул пурăнать. Ял-йышра ватти-вĕттипех пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Сăпайлă хĕрарăм. Чăвашла калаçаймасть пулин те, ватă çынсем сăмахланине ăнланать. Унччен поварта вăй хунă. Халь — почтальонка.

Именкассинчи хаçат кунне пухăннă çынсемпе те вашават калаçу тупăнчĕ. Надежда Ивановна Моронцова, акă, 74 çула кайнă. “Ял пурнăçĕ” хаçата мăшăрĕпе иккĕшĕ те — 83-ри Феликс Кондратьевичпа — килĕштереççĕ. Вĕсен тăванĕ — Поликарп Матвеевич Моронцов вăрçăччен район хаçачĕн редакторĕ пулнă. Вăл Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин хирĕнчен таврăнайман.

Аня Григорьевна Сорокина та хăй вăхăтĕнче хуçалăхра тĕп бухгалтерта вăй хунă. “Епле-ха район хыпарĕсĕр. Çырăнмаллах район хаçатне”, — терĕ чипер хĕрарăм.

Именкассинчи çыхăну уйрăмĕн начальникĕн Л. Николаеван мăшăрĕ Николай Николаевич та ялти тĕл пулу усăллă пулнине пытараймарĕ.

Ялти райхаçат кунне Еншик Чуллă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Трифонович Васильев та хутшăнчĕ, пухăннисен ячĕпе Людмила Николаевна начальнике тата “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕнчен ятарласа килнĕ Иван Прокопьевпа Георгий Ефимов, Гурий Дубров журналистсене чĕререн тав турĕ.

Л. Николаевана райхаçат редацийĕн хисеп грамотипе тата парнесемпе чысларĕç.

Уява килнĕ халăх журналистсен юрри-ташшине курса савăнчĕ, çакнашкал асра юлакан тĕл пулусене татах та татах йĕркелеме ыйтрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика